Ачисене çуратнă хăйне савăнма

Категория: Публикации Опубликовано: 07.03.2019 10:05 Просмотров: 248

Кзыл Чишмари Ш. Сулеймановăна (хĕр чухнехи хушамачĕ Сафина) чылай çул паллатăп. Кăмăллă, ăслă, маттур хĕрарăмăн кун-çулĕ тỹп-тỹрĕ те тикĕс сукмакпа анчах пыман, терт-нушине унăн çителĕклех курма тивнĕ. Апла пулин те вăл чунлăхне, ăшăлăхне паян та çухатман.

Ширинбану Зейдулловна 1935 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Вăл 5 çулта чухне 6 ачаллă çемье вербовкăпа телей шырама инçет çĕре тухса кайнă. Кунта амăшĕ пекарньăна çăкăр пĕçерме вырнаçнă. Ашшĕ, колхозсем пуçлансан выльăх тухтăрне вĕренсе тухнă май, çар лашисен сывлăхĕсене сипленĕ. Вĕсем ют тăрăхра çулталăкран ытла пурăнайман - 1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Чăваш Ене каялла куçса килнĕ. Кил хуçине çавăнтанах фашистсемпе çапăçма илсе кайнă.

Ширинбану Зейдулловна 7-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн, 1942 çулта, Пăвари вăтам шкулта хăйĕн пĕлĕвне малалла тăснă. Унта та "4", "5" паллăсемпе çеç ăс пухнă. Аллине аттестат илсен аппăшĕ патне Мускава каять. Пĕр çул та 6 уйăх строительство кантурĕнче табельщица пулса тăрăшать. Анлă тавракурăмлă, ĕçлĕхлĕ хĕре кунта питĕ хисеплеççĕ.

- 1954 çулхи февраль уйăхĕнче яла 10 кунлăха канма килтĕм. Çавăн чухне хамăр ял каччине, Шевкет Сунгатуллович Сулейманова, качча тухрăм. Эпĕ вĕсен килне кин пулса пырса кĕнĕ чухне мăшăрăн çемйи пĕчĕк çуртра çеç пурăнатчĕ. Пăянам Тутар Сăкăт хĕрĕ пулнă, вăл Пăва районĕнчи Вольный Стан ялĕнчи муллапа пĕрлешнĕ. Пăятамăн ашшĕ мулласен чи асли пулнă май ывăлĕпе кинне Кзыл Чишмари мечĕте ĕçлеме янă. Совет саманинче тĕне хирĕç кĕрешнĕ вăхăтра вĕсен харпăрлăхне туртса илнĕ, муллана тытса кайнă. Упăшкапа, пăянампа килĕштерсе пурăннăран çурт лартрăмăр, пурнăçа йĕркелесе ятăмăр, - тесе каласа пачĕ Ширинбану Зейдулловна.

Ш. Сулейманов ялта хисеплĕ çынсенчен пĕри пулнă. Вăл - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Шевкет Сунгатуллович Хусан патшалăх педагогика университетне вĕренсе пĕтернĕ, ачасене тутар чĕлхин илемне туйма, тĕрĕс те хитре калаçма хăнăхтарнă. Унăн ĕç стажĕ 47 çул! Елчĕк районĕнчи Сăрьелте, Тутар Сăкăтĕнче, Кзыл Чишмара вăй хунă. Завуч пулса та тăрăшнă. Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Ш. Сулейманов "РСФСР халăх çутĕç отличникĕ", "СССР халăх вĕрентỹ отличникĕ" хисепсене тата ытти нумай грамотăсене тивĕçнĕ.

Ширинбану Зейдулловна та мăшăрĕнчен юлман, пĕлĕвне тарăнлатма тăрăшнă. Вăл Шупашкарти И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетне куçăмсăр майпа кĕнĕ. Каярах Чулхулари ют çĕршыв чĕлхисен курсĕнче ăс пухнă. Тивĕçлĕ канура та вĕренме пăрахман. Хусана мăнукĕсене пăхма кайсан каçсерен медресене çỹренĕ. Тĕн йăли-йĕркине паян ыттисене хăнăхтарать, ăнлантарса парать.

- Красномайски шкулĕнче ачасене нимĕç чĕлхи тата истори предмечĕсене вĕрентрĕм. Çумăр çунă-и, çил-тăман-и - ĕçе яланах вăхăтра çитме тăрăшнă. Ачасене эпĕ юратнă, вĕсем те мана хисеплетчĕç. Паян та вĕренекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те мана манмаççĕ, уявсемпе саламлаççĕ.

Пирĕн пушă вăхăт сахал пулнă, çавна май мăшăрăн амăшĕ кил-çуртри ĕçсене тума та пулăшатчĕ, ачасене воспитани панă çĕре те тимлĕх уйăратчĕ. Вăл мана хăйĕн хĕрĕсене юратнă пекех юрататчĕ, яланах ырă кăмăллă пулма хушатчĕ. Унпа 20 çул килĕштерсе пурăнтăмăр. Чăн çĕре кайиччен вăл: "Эсир мана мĕнле сума сурăр, хисеплерĕр, сире те ывăлăрсемпе кинĕрсем, хĕрĕрсемпе кĕрĕвĕрсем çапла пăхчăр", - тесе пиллерĕ. Унăн сăмахĕсем тỹрре тухрĕç тесе шухăшлатăп. Пĕрле пурăнакан кинпе ывăл та, ыттисем те мана пĕчĕк ачана пăхнă пекех пăхаççĕ. Шел, Шевкет кăна паян юнашар çук. Вăл та асăнмалăх чуна хумхатакан, ăшă та сăпайлă сăмахсем çырса хăварнă, - тет педагог-ветеран.

Сулеймановсем виçĕ ывăлпа икĕ хĕре кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем пурте аслă пĕлỹллĕ. Вĕсем çывăх çыннисен, тăван ялĕн ятне çỹлте тытаççĕ. Мăнукĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех анлă тавракурăмлă. Кĕçĕн мăнукĕсем те маттур.

Ширинбану Зейдулловна паян Ферид ывăлĕн çемйипе икĕ хутлă çуртра пурăнать. Ачисен, мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнать. Сăмах май, Ф. Сулейманов Афганистанра службăра тăнă. Вăл та ашшĕ-амăшĕ пекех обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать.

П. КИРГИЗОВ. Алманчă ялĕ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2