Çỹп-çапшăн ăçта тỹлемелле?

Категория: Публикации Опубликовано: 07.03.2019 10:19 Просмотров: 141

2018 çулхи октябрь уйăхĕнчен республикăра коммуналлă хытă каяшсене пухассипе "МВК Экоцентр" пĕрлешỹ ĕçлеме пикенчĕ, çавна май ялта пурăнакансем те кил-çуртран тухакан çỹп-çапшăн пĕр çын пуçне 74 тенкĕ те 44 пус тỹлеме пуçларĕç. Халăх палăртнă хакпа тата унăн калăпăшĕпе питĕ кăмăлсăр пулчĕ.

Ара, хушма хуçалăхпа пурăнакансен контейнера тăкмалли питех çук: çунаканнисене мунча хутнă е выльăх валли апат пĕçернĕ чух усă курать, çĕр улми, сухан хупписем ĕне, сурăх, сысна хырăмĕсене кĕреççĕ е вĕсене тислĕк купине тăкаççĕ. Кăларса пăрахмаллисен шутне эмел, пылак шыв савăчĕсем тата ытти ăпăр-тăпăр çеç тăрса юлать.

Республикăра паян ку ыйтупа ĕçлеççĕ, хальхи вăхăта çỹп-çапшăн пĕр çын пуçне тỹлемелли хака 20 процент чакарнă, анчах парăмпа татăлнă чухне хушма укçа (комисси) кăларса хума тивет. Ытлашши тăкакланас мар тесен республикăн тĕп хулинче пурăнакансем Шупашкарти Мускав проспектĕнчи 19-мĕш çуртăн 22-мĕш корпусĕнчи иккĕмĕш пỹлĕмне кайма пултараççĕ. Çывăх вăхăтра регион операторĕн ("МВК Экоцентр" пĕрлешĕвĕн) районсенчи представителĕсем те квитанцисемпе килекенсене йышăма пуçлаççĕ. Çавăн пекех регион операторĕн сайчĕн уйрăм кабинетĕнче - www.mvkecocenter.ru адреспа - регистрациленнĕ хыççăн та кĕсье тĕпĕ çỹхелмест. Кунта кĕме телефон номерĕ çеç кирлĕ, регистрациленме те йывăр мар. Асăннă мелпе республикăн чи инçе кĕтесĕнче пурăнакансем те усă кураяççĕ.

Çỹп-çапшăн тỹлемелли квитанцисене "Раççей почти" çыхăну уйрăмĕсенче те йышăнаççĕ, анчах комиссишĕн 3 процент (НДСпа пĕрле) е 8 тенкĕрен кая мар хушма тивет. Почта Банк урлă татăлас текенсем тỹлемелли хисепрен 0,5 процент ытларах кăларса хумалла пулать. Çакăнтан пенси тата шалу илекен клиентсен коммуналлă тивĕçтерỹсемшĕн, вăл шута йăлари каяшсемшĕн тỹлемелли те кĕрет, пĕр пус та ытлашши тăкакланмалла мар.

Перекет банкĕн "Сбербанк Онлайн" системипа тата "Сбербанк Онлайн" мобильлĕ хушăмĕпе, "Автоплатеж" тивĕçтерĕвĕпе усă курсан комисси пĕр процент илеççĕ. Банкри операционист урлă парăма парсан ытлашши 20 тенкĕ памалла.

Йăлари хытă каяшсемшĕн "Инсоц" тỹлев агенчĕ комисси 10 тенкĕ илет.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн патшалăх информаци системин сайчĕн уйрăм кабинетĕнче те çỹп-çапшăн укçа йышăнаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Март 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31