Инкеке лекнĕ осетин Шăнкăртамсене тав тунă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.03.2019 10:32 Просмотров: 304

КИРЕК мĕнле инкек те куçа курăнса килмест. Чăваш Ене хăй ĕçĕпе килнĕ пĕр осетин ăнсăртран-кĕмсĕрт фурăпа çул айккине чăмнă. Хĕллехи çул ултавлă та пăрлак-çке. Мăнаçлă кустăрмисем çул хĕрринелле сĕтĕрсе илме те пултарнă... Пăтăрмах пирĕн районпа Каçал ен чиккинелле пулса иртнĕ. Тарăн юр ăшне кĕрсе ларнă вăрăм автомашина темиçе кун та вырăнтан тапранайман. Хăватлă техникăна пĕрре мар туртса кăларма хăтланса пăхнă, анчах усси пулман. Водитель шалти тиеве пушатма хирĕçленĕ пирки пушшех те вырăнтан хускатма май килмен.

Тĕнче ырă çынсăр мар теççĕ. Юлашкинчен йывăр тиевлĕ фурăна Шăнкăртам çыннисем кар тăрса ятарлă техникăпа туртса кăларнă. Инкеке лекнĕ осетин вĕсен ячĕсене те, хушамачĕсене те пĕлмест. Анчах та хăйне çак йывăрлăхра алă тăсса пулăшнă çынсене чун-чĕререн тав тăвать. Водителĕн тав сăмахне Чă-ваш Енри çул-йĕр инспекторĕсем Интернет тетелне те вырнаçтарнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4