Пыл çиес тесен вĕлле хурт усрама ан ỹркен

Категория: Публикации Опубликовано: 12.03.2019, 09:39 Просмотров: 406

Çуркунне çитнĕ май вĕлле хурчĕсем вăранса пыраççĕ. Уйрăмах карпатски ăрат ир тăрать. Среднерусски вара çăмха пек чăмăртанать, сăмах май вĕсем пирĕн патăрта пурăнма хăнăхнисем.

2018 çулта хурт-хăмăрçăсен йышĕ ỹсрĕ. Аслăланса пыраканнисене çамрăксем улăштарса пыни те савăнтарать. Çав вăхăтрах пăшăрхантараканни те пулчĕ. Иртнĕ çул хăш-пĕр утарçăсем пыл аванах юхтарса илчĕç, анчах теприсен кăтартăвĕсем пĕчĕк пулчĕç. Виççĕмĕшсен вĕлле хурчĕсен варроатоз чирне хирĕç йĕркеллĕ ĕçлеменрен вĕллисем пушанчĕç.

Варроатоз чирĕпе питĕ асăрхануллă пулмаллине палăртса хăварас килет. Сăнанă тăрăх, утарçăсем çак чиртен кĕркунне çеç сиплеççĕ, çавна май хĕл каçнă чухне вĕлле хурчĕсем вилсе пĕтеççĕ. Мĕнле майпа тата мĕнле препаратсемпе сиплемелли пирки районта хурт-хăмăрçăсемпе иртекен канашлура ветеринари енĕпе ятарлă пĕлỹ илнĕ çынсем ăнлантарнăччĕ. Икĕ çул каялла Мускавран килнĕ специалистсем питĕ тĕплĕ каласа панăччĕ. Варроатоза хирĕç питĕ пĕлсе тата вăхăтра кĕрешмелле. Çак чире пула пирĕн çĕршывра кăна мар, Европăра та вĕлле хурчĕсем чакса пыраççĕ. Унсăр пуçне тата нозематоз, аскосфероз, акарапидоз, мешотчатый расплод та хур кăтартаççĕ.

Пĕлтĕр çăка июнĕн 30-мĕшĕнче çеçке çурчĕ. "Ылтăн" хуртсем 12 кун чечекрен пыл пухрĕç. Ку 7 çулти чи лайăх кăтарту, мĕншĕн тесен ытти çулсенче 3-5 кун çеç пулнă. Опытлă утарçăсем пĕр вĕллерен 40-50 килограмм таран сиплĕ шĕвеке юхтарса илчĕç.

Хир енче вырнаçнă утарсенче кăтартусем пĕчĕкрех, мĕншĕн тесен çу каçипе çумăр çуманран пыл паракан курăксем типсе кайрĕç. Çавна пула хурт амисем августрах çăвăр сапма пăрахрĕç. Çакна шута илсе урамра хĕл каçакан вĕллери хуртсене ăшă кунсем çитсе пынă май канди парса пулăшмалла. Вĕлле хурчĕсем пĕрремĕш вĕçев тусан кандие пыльцапа çитерсен аван. Каярах инвертлă шерпете ковитон препаратне хушсан лайăх: ама çăвăр нумайрах сапать.

Юлашки вăхăтра хурт-хăмăрçăсемпе, апитерапевтсемпе Иваново, Хусан, Йошкар-Ола, Ульяновск, Пермь, Томск хулисенче йĕркеленĕ конференцисене, семинарсене, форумсене, Мускаври 22-мĕш Апислави конгрессне хутшăнтăм. Çĕнĕлĕхсемпе мартăн 15-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче "Помоги пчеле" ятпа пулакан семинар-канашлура, вăл 10 сехетре пуçланать, паллаштарма палăртнă. Мероприятие Йошкар-Оларан, Ульяновскинчен, Шупашкартан килекен ятарлă специалистсем хутшăнаççĕ. Çавăн пекех чи лайăх пыл конкурсĕ иртет, утарçăсен çур килограмм пыл çеç илсе килмелле.

Н. ПИРОЖКОВ, ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика