Турнир иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.03.2019, 10:02 Просмотров: 470

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта тĕрлĕ çарта службăра пулнă ветерансен хушшинче волейбол турнирĕ иртрĕ. Кăçалхипе вăл тăваттăмĕш хут пулчĕ.

Вĕренекенсем РФ, Чăваш Республикин ялавĕсене илсе тухрĕç. Раççей Гимнĕ мăнаçлăн янăрарĕ. Хĕрсен "Грация" ушкăнĕ параппанçăсен тумĕпе çар маршне выляса ветерансен умĕпе иртрĕ.

Турнира çар ветеранĕсен канашĕн районти ертỹçи С. Шадиряков уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов аслисен тĕслĕхĕ çамрăксене патриотизм туйăмне çĕклеме хавхалантарнинче витĕмлĕ пулнине палăртрĕ. Рудольф Васильевич çак ĕçе хастар хутшăнакансене ветерансен канашĕн медалĕсене, район администрацийĕн Тав çырăвĕсене, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн грамотисене парса чысларĕ. Вăййа хутшăнакансене Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Ялуков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕн çумĕ П. Иванов саламларĕç.

Ветерансемпе команда представителĕсен делегацийĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисен палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Турнира ултă команда хутшăнчĕ. Вĕсем икĕ ушкăна пайланса вылярĕç. Виççĕмĕш вырăна десантниксен команди тухрĕ. Иртнĕ çулхи турнир çĕнтерỹçисем - ветеран-пограничниксем - иккĕмĕшĕнче.Пĕрремĕш вырăна вара пĕр вăйă та выляса ямасăр çар строителĕсен ветеранĕсем тухрĕç.

Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Ялуков çĕнтерỹçĕ командăна кубок, ыттисене дипломсем парса чысларĕ.

П. КУРМАНАЕВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика