Вăйăра - ветерансем

Категория: Публикации Опубликовано: 12.03.2019, 10:34 Просмотров: 391

Туçари культурăпа спорт центрĕнче республика турнирĕсен призерĕн, спорт тата педагогика ĕçĕн ветеранĕн В. Козловăн парнисене çĕнсе илессишĕн ветеран-арçынсен командисем хушшинче волейболла выляс енĕпе регион шайĕнчи ăмăртусем иртрĕç. Çак вăййа кăмăллакансене Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Углев, "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов, вырăнти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ П. Шашкин, тĕнче класлă спорт мастерĕ Б. Глинкин тата В. Козлов саламларĕç.

Василий Владимирович Туçари вăтам шкулта физкультура тата ОБЖ вĕрентет. Нумай спортсмен хатĕрлесе пурнăç çулĕ çине кăларнă. 15 вĕренекенĕ спорт мастерĕн кандидачĕн нормисене тултарнă. С. Белковпа Д. Салеев спорт мастерне çитнĕ.

Турнира 4 команда хутшăнчĕ. Пĕрремĕш вырăна "Пограничное братство" (Шупашкар), иккĕмĕшне "Гвардеец", виççĕмĕшне Елчĕк районĕн командисем йышăнчĕç. Первомайски ял тăрăхĕн ветеранĕсем хавхалантару парнине тивĕçрĕç.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика