Куçса çӱрекен Шуршăлти музей - Туçара

Категория: Публикации Опубликовано: 12.03.2019, 10:36 Просмотров: 384

СССР летчик-космонавчĕ, авиацин генерал-майорĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ А. Г. Николаев 90 çул тултарнине (сентябрĕн 5-мĕшĕнче) тата çывхарса килекен Космонавтика кунне халалласа Шуршăлти (Сĕнтĕрвăрри районĕ) космонавтика музейĕн куçса çỹрекен музейĕпе творчество ушкăнĕ тата тĕрлĕ çулсенче космодромра службăра пулнă республикăн паллă çыннисем Туçари Валерий Салминăн архив-музейĕпе, космонавтика музейĕн филиалĕпе паллашрĕç.

 Мероприятие район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Алевтина Куданова, Туçа ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Алена Мальцева, Туçари чиркӱ              настоятелĕ Николай Марков протоиерей, Туçари вăтам шкул директорĕ Петр Шашкин, ял çыннисем, общество хастарĕсем, районти агропромышленность отраслĕн хисеплĕ ветеранĕсем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Инçе çула çывăхлатса килнĕ пысăк делегаци чăн малтанах Туçа ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕн, халăх академикĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕн, хисеплĕ ветеранăн В. Салминăн пысăк та пархатарлă ĕçĕпе, космонавтика музейĕн пуянлăхĕпе паллашрĕç, пысăк хак пачĕç. Экскурсие пухăннисен умĕнче В. Прокопьев (пирĕн ентеш, Пăлапуç Нурăсра çуралса ỹснĕ, \керч.кре) подполковник, Шуршăл музейĕн наука сотрудникĕ, СССР летчик-космонавт А. Г. Николаев ячĕпе хисепленекен мемориал комплексĕн тĕп управçи З. Антонова ырă та ăшă сăмахсем каларĕç, музей-архива малашне те пуянлатса пыма ăнăçу сунчĕç.

Туçа çĕрĕ çинче Шуршăл чăвашĕсемпе йĕркеленĕ туслă тĕл пулу малалла тăсăлчĕ. Хăнасем ял, поселени аталанăвĕпе, вăтам шкулти космонавтика музейĕпе паллашрĕç, Туçари Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă тăванăмăрсене хисеп туса лартнă палăк умĕнче пĕр самант шăп тăчĕç, ял чиркĕвĕнче пулса вилнĕ тăванăмăрсен канлĕхĕшĕн çурта лартрĕç. Хăнасем пушă алăпа килмен. Ял çыннисемпе шкул ачисем, педагогсен коллективĕ Чăваш Республикин хисеплĕ краевечĕ А. Петрова ертсе пыракан "Çутă çăл" фольклор ушкăнĕн пултарулăхне, тури чăвашсен юрри-ташшине курса киленчĕç.

А.Егорова

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика