Сцена çинче – асанне-кукамайсем

Категория: Публикации Опубликовано: 12.03.2019, 10:39 Просмотров: 367

Асанне-кукамая хисеп туса Сител ялĕн клубĕнче «Чи лайăх асанне» шоу-конкурс иртрĕ. Уявра вĕсем тĕрлĕ конкурсра тупăшрĕç. Хăйсемпе паллаштарнă хыççăн юрă-ташăпа, кулăшла шÿтпе сăвă каласа, сăпка юррипе мăнукĕсене çывăрттарса, тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçерме ăста пулнипе курма килнисене савăнтарчĕç.

 Пухăннисене вырăнти депутат Юрий Степанов, Первомайскинчи культура çурчĕн ертÿçи Розалия Ефимова, Оксана Хомуткина вулавăш ĕçченĕ, ялти хĕрарăмсен канашĕн ячĕпе Нина Соколова Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламларĕç, хутшăнакансене ăнăçу сунчĕç. Çавăн пекех конкурсанткăсене хавхалантарса, пулăшса пырса шкул ачисемпе «Матрешки» ташă ушкăн хĕрĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

 Асанне-кукамайсем тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç. Çапла вара «Чи сăпайлă асанне» – Анат Чакăри Галина Яковлева, «Чи лайăх асанне» – Сителти Зинаида Камышева, «Чи пултаруллă асанне» – çак ялти Нина Игнатьева, «Чи хăюллă асанне» – Первомайскинчи Вера Матвеева пулчĕç (ÿкерчĕкре, сылтăмран сулахаялла).  Вĕсене куракансем тăвăллăн алă çупса саламларĕç, сумлă парнесем парса чысларĕç.

 И. Лякова

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика