"Халăх" ятне çирĕплетрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 12.03.2019, 10:40 Просмотров: 366

Районти культурăпа кану центрĕнче художество пултарулăх коллективĕсен "халăх" ятне çирĕплетес енĕпе республика смотр-конкурсĕ иртрĕ. Унта 10 ушкăн хутшăнчĕ. Вĕсем çаксем: Сăкăт халăх хорĕ (ертỹçи Н. Толстов), "Илем" фольклор коллективĕпе Каншелĕнчи "Çăлкуç" фольклор ансамблĕ (Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Верликов), "Умарина" халăх фольклор коллективĕ (Н. Стефейкин), Патăрьел халăх театрĕ (Л. Леонтьева), Хирти Пикшик халăх театрĕ (Д. Салахова), Патăрьелĕнчи халăх юрăпа ташă ансамблĕ (Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Шакин), Первомайскинчи "Шуçăм" фольклор ансамблĕ (Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Фролов), Патăрьелĕнчи "Евгения" халăх ташă ансамблĕ (А. Михайлова), Сăкăтри пукане театрĕ (В. Кузнецова). Çавăн пекех Тури Чакăри "Чемен" (А. Гав- рилов), Пăлапуç Пашьелĕнчи "Пашьел" (Е. Иванова) фольклор ансамблĕсем те "халăх" ятне тивĕçессишĕн хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Сцена çине пĕр коллектив хыççăн тепри тухрĕ. Жюри членĕсене хăйсен пултарулăхне кăтартрĕ. Республикăри Трактор тăвакансен культура керменĕн халăх ăсталăх центрĕнчи методика пайĕн заведующийĕ С. Тяхмусова, хор ăсталăх методисчĕ С. Логинова, фольклор методисчĕ Н. Андреева, театр ăсталăх методисчĕ Н. Кириллова, Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин преподавателĕ С. Лаврентьева, "Классика" капелла тĕп дирижерĕ тата илемлĕх ертỹçи А. Васильева, Чăваш АССР халăх артистки Л. Попова тỹресем коллективсен ăсталăхĕсене хакласа "халăх" ячĕсене çирĕплетнине палăртрĕç.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика