Ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе тĕллевсене палăртрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 12.03.2019 10:50 Просмотров: 95

Район администрацийĕн ларусен залĕнче Рос- потребнадзорăн республикăри управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетсе тата 2019 çул валли тĕллевсене палăртса канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертỹçи Н. Луговская, Патăрьел тата Комсомольски районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Р. Селиванов, А. Осипов, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен çумĕсем О. Алексеев, Л. Левый, Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă районĕсен больницисен тĕп врачĕсем, ветеринари службин ертỹçисем хутшăнчĕç.

Канашлăва Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов уçрĕ. Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ О. Токмакова доклад турĕ.

2017 çулпа танлаштарсан пĕлтĕр районти шатра чирĕ, сăвăс сăхасси, йытă çыртасси, туберкулезпа чирлесси, вируслă инфекци, грипп ересси сахалтарах пулнă.

Лару-тăрăва кирлĕ пек тытса тăма усă куракан шыв, сывлăш, çиекен апат-çимĕç пахалăхĕсене вăхăтран-вăхăта тĕрĕслесе тăни те пулăшать. Çитменлĕхĕсем тĕл пулаççех. Акă, 77 килограмм аш-какайпа унран хатĕрленĕ продуктсене, 10 килограмм кĕрпепе çăкăр-булкăна, 10 килограмм пахча-çимĕçе, 21 литр алкоголь шĕвекĕсене пăрахăçланă.

Вĕрентỹ учрежденийĕсенче пахалăхлă апат-çимĕç хатĕрлес ĕçри санитари йĕркисене тытса тăма пурлăхпа техника бази лайăх пулни те пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе çĕнĕлĕхсем сахал мар. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш паташалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн çуртне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн пуçламăш класĕсене вĕренме куçарнă. Туçари вăтам шкул столовăйне юсаса оборудовани туяннă. Патăрьелĕнчи "Солнышко" ача садĕнче тĕпрен юсав ĕçĕсем тунă, вăл шутра апат-çимĕç блокне те.

Район бюджечĕ нумай ачаллă çемьери çитĕнекен ăрăва, тăлăхсене, сывлăхран хавшакскерсене шкулсенче çăмăллăхпа усă курса апатлантарассине йĕркелеме май парать. Ку енĕпе 82 ача апатланать.

Шкулсен çумĕнче çуллахи каникул вăхăчĕсенче ачасен сывлăха çирĕплетекен лагерĕсем йĕркеллех ĕçленĕ.

Канашлура çавăн пекех 2019 çул валли тĕллевсем палăртрĕç, лару ĕçне Н. Луговская пĕтĕмлетрĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Март 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31