Салам сана, çуркунне!

Категория: Публикации Опубликовано: 12.03.2019, 10:55 Просмотров: 432

Мартăн 8-мĕшĕнче - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче - Патăрьелĕнчи Тĕп лапама ватти те, вĕтти те пуçтарăнчĕ. Çуркуннехи чи ăшă та хỹхĕм уявра район халăхĕ сивĕ хĕле ăсатса ăшă та хĕвеллĕ кунсене кĕтсе илчĕ.

Çăварни эрнипе пĕр килнĕ мероприятинче çỹçеллĕ тутăр çыхнă хĕрсем куракансене çуллă икерчĕпе сăйларĕç, Патăрьелĕнчи обществăлла апатлану ĕçченĕсен сăмаварĕн- чи вĕри чейĕ тутлă шăршипе хăйĕн патне халăха пуçтарчĕ.

Мероприятие хапăл туса килнисене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова, ял хуçалăх, экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, районти Ашшĕсен канашĕн ертỹçи Николай Андреев çитрĕç. "Ваттисен йăлипе Çăварни эрнинче савăнмалла, хăнана çỹресе тăван-пĕтĕнпе тĕл пулмалла, пулни-иртнине каçармалла. Çак илемлĕ уяв сирĕн кил-çурта килĕшỹпе ăнлану, юрату илсе килтĕр", - терĕ С. Чернова. Н. Андреев арçынсен ячĕпе районта пурăнакан хỹхĕм пая - хĕрарăмсене - мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе саламласа яланхи пекех илемлĕ те çепĕç пулма сунчĕ.

Централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем "Сывă пул, сивĕ хĕл!" ятлă театрализациленĕ представлени кăтартрĕç, тĕрлĕ сăнарсене калăпласа уява илем кỹчĕç. Кунĕ хĕвеллĕ пулмасан та халăх темĕнччен савăнчĕ, ял тăрăхĕсенчен килнĕ художество пултаруллăх коллективĕсен юррисене итлесе кăмăлĕсене уçрĕ, пĕрле карталанса ташларĕ.

Районти "Çăкăр" музейĕн, ача-пăча искусство шкулĕн тата райадминистрацин вĕрентỹ пайĕнчи творчество çурчĕн ĕçченĕсем тĕрлĕ вăйă ирттерчĕç, чи маттуррисене парнесемпе хавхалантарчĕç.

103,2 FM хумпа тухакан Тăван çул-йĕр радиовĕ йĕркеленĕ тест-драйвра çĕнĕ автомашина рулĕ умне ларса Патăрьел урамĕпе ярăнма май пулчĕ.

Яланхи йăлапа сивĕ хĕле катемпи çунтарса ăсатрĕç. Улăм пукане хĕмленнĕ май пурте кăçалхи çул тупăшлă та ăнăçлă пуласасса шанчĕç.

Н. НИКИТИНА 

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика