Патăрьел шашисчĕсем республика чысне Тюменьте хỹтĕлĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2019, 13:53 Просмотров: 391

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕ яланах паллă спортсменсемпе пуян пулнă. Ырă пулăм паян та савăнтарать. Акă, нумай пулмасть çеç пирĕн районăн чи ăста шашисчĕсен команди республикăри хĕллехи ял спорт вăййисене хутшăнса пысăк парнепе - кубокпа - тăван ене таврăннă.

Патăрьелсен чысне хỹтĕлекенсем - Н. Федоров (районти шашка тата шахмат федерацийĕн ертỹçи), Т. Кузьмина тата В. Антонов - шашкăлла выляс ăсталăха ачаранах туптама пикеннĕ. Хальхи вăхăтра районта йĕркелекен пĕр турнир та çак спортсменсемсĕр иртмест. Хăйсен çивĕч ăсне вĕсем республика шайĕнчи ăмăртура тепĕр хут çирĕплетсе панă, 16 команда хушшинче пысăк кăтартупа палăрнă. Çĕнтерỹçĕсен çакăнпа çеç лăпланма тивмĕ. Çывăх вăхăтра Патăрьел шашисчĕсен команди республика чысне хỹтĕлеме Тюмень хулине кайĕ. Çавăнпа та вĕсене телейлĕ çул тата пысăк ăнăçу çеç сунатпăр. 

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика