Шкулсен шанчăклăхне тĕрĕслемелле

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2019, 14:09 Просмотров: 349

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн ларăвĕн кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçлас умĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрмар районĕнчи Аслă Чак ялĕнчи шкулăн пĕр пайĕ ишĕлсе аннине кура унти ачасен вĕрентĕвне мĕнле йĕркеленипе кăсăкланнă. Вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх, асăннă шкулти 32 ача тунтикунран тытăнса Аслă Пинерти шкулта вĕренет. Авари пулнă шкулта çавăн пекех шкул çулне çитменнисен ушкăнĕ те пулнă, вĕсене вара Ырашпулăха илсе çÿреме пуçлĕç. Чакри авари пирки çапла каланă май Михаил Игнатьев комиссисем йĕркелесе чылай çул каялла тунă мĕн пур шкула тĕпчеме хушнă. Ялсенчи шкулсенче ачасен йышĕ пĕчĕк, вĕсен çурри пушшине кура Михаил Васильевич хăшне-пĕрне хупма та сĕннĕ. Ăçта юсав кирлĕ — укçа уйăрмалли пирки асăрхаттарнă. 

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика