Инкекрен сыхлансан аванрах

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2019, 14:17 Просмотров: 357

Районта пĕлтĕр хушма хуçалăхри чăх-чĕп кайăк грипĕпе чирленĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Ветеринари ĕçченĕсем вăхăтра тивĕçлĕ йышăнусем тунăран çеç вăл сарăлмарĕ. Кĕркунне вĕçсе кайнă кайăксем килмелли кунсем çитсе пынă тата хур-кăвакал, чăх-чĕп сутма тытăннă май çак амакран сыхланас ыйтупа Патăрьелĕнчи бизнес-центрта фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе, уйрăм предпринимательсемпе, ветеринари специалисчĕсемпе канашлу иртрĕ.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов, Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин ветеринари надзор пайĕн аслă инспекторĕ С. Савельева хутшăнчĕç.

Сыхланакана Турă та сыхлать, тенĕ ваттисем мĕн ĕлĕкех. Кайăк-кĕшĕк грипне хирĕçле ĕçсем паянах тумалла, унсăрăн тăкакне те, нушине те çителĕклех курма пулать. П. Ефимов иртнĕ çулхи пăтăрмаха аса илнĕ май тĕл пулнă йывăрлăхсене те асăнса хăварчĕ. Сутма чарнă хыççăн та предпринимательсем ялсем тăрăх тата "Юхма" пасарта çынсене вăрттăн чăх-чĕп сĕннĕ тĕслĕхсем пулнă. Ульяновск облаçĕнче тата Тутар Республикинче кайăк грипне Патăрьел тăрăхĕнчи сутуçăсем илсе килнĕ чĕпсем сарнă текен шухăша та каланă. Тĕплĕ тĕрĕслевсем çеç çак хыпар суя пулнине çирĕплетнĕ. Асăннă чăрмавсем хыçа юлнă, анчах пĕр кĕрепле çине икĕ хут пусма юрамасть. Çавна май чăх-чĕп сутакан предпринимательсен ветеринарипе санитари правилисене çирĕп пăхăнмалла. Хур-кăвакал туянма килекенсене кайăксене усракан территорине кĕртме юрамасть. Автомашинăсен кустăрмисене дезинфекцилекен шĕвекпе саптармалла, дезбарьерсем кирлĕ. Чĕпсене кĕркунне кăна шутламалла мар: миçе илсе килнĕ, миçе тăрса юлнă тата кама, хăçан, ăçта сутнисене ятарлă журнала çырса пымалла. Витесемпе клеткăсене те час-часах тасатса дезинфекцилемелле. Хуралтăра пухăнакан каяша инçерех вырăна тăкмалла. Сутнă чухне ветеринарин ятарлă докуменчĕ çумра пулмалла. Ют региона кайăк-кĕшĕк туянма кайиччен унти лару-тăрупа кăсăклансан аванрах. Мартăн 1-мĕшĕ тĕлне Пушкăрт, Тутар Республикисенче, Мари Элта, Удмуртинче, Мордовинче, Киров облаçĕнче вырнаçнă фабрикăсенчен чăх-чĕп туянма юрани паллă. Шел пулин те, кỹршĕллĕ Ульяновск облаçне çул хупă. Сăмах май, Ростов облаçĕнче кайăк грипне тупнă тĕслĕх пур.

Инкекрен вăхăтра тивĕçлĕ йышăнусем тусан лайăххине пурте пĕлеççĕ. Нуша курас мар тесен чăх-чĕп реализацилекен предпринимательсен ветеринари врачĕсем тĕрĕслеме, анализ илме килсен кĕртме хирĕçлемелле мар.

Канашлăва хутшăнакансем хăйсене хумхантаракан ыйтусене те хускатрĕç, тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ турĕç.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика