Экстремизпа терроризм - хăрушă вăй

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2019, 14:30 Просмотров: 352

Мартăн 12-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Урмаелĕнче "Чăваш Республикинче çамрăксем хушшинче экстремизмпа терроризма хирĕç кĕрешмелли актуаллă проблемăсем: çивĕч ыйту çине хуравсем" темăпа семинар-практикум иртнĕ. Ăна тĕрлĕрен секципе йĕркеленĕ. "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕн обществăра терроризма хирĕç тăрас ĕçри витĕмĕ. Çамрăксем хушшинче экстремистла тата террорла пулăмсене хирĕç профилактика тăвас ĕçре ял поселенийĕсен администрацийĕсен пĕлтерĕшĕ. Экстремизмпа терроризма хирĕç профилактика тумалли тĕп принципсемпе енсем" темăпа йĕркеленĕ секци ĕçне Юхмапа Пăла тăрăхĕн представителĕсем - район прокурорĕпе Николай Осиповпа район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин, ял тăрăх пуçлăхĕсем - хутшăннă.

Мероприятие пухăннисен умĕнче Чăваш Республикинчи террора хирĕç кĕрешекен комисси ĕç-хĕлне йĕркелекен пай пуçлăхĕ Евгений Терешин Раççей Федерацийĕнче çамрăксем хушшинче экстремистла тата террорла пулăмсене тĕрĕс ăнлантарассинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕн пĕлтерĕшĕ пирки чарăнса тăнă. Çавăн пекех унта ЧР ШĔМĕн экстремизма хирĕç кĕрешекен центр, РФ юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн представителĕсем те хутшăннă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика