Çĕре чунпа парăннă фермер

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2019, 14:32 Просмотров: 396

 

Физика саккунĕ çĕрĕн туртăмĕ пуррине çирĕплетет. Унпа килĕшỹллĕн çỹлелле ывăтнă хăть мĕнле япала та каялла ỹкет. Çынна та вăл темле майпа хăй патнеле туртать. Çакна çĕре юратасси йăхран-йăха куçни, ака-суха туса курнисем çулĕсем аслăлансан та хиршĕн тунсăхлани кăтартать. Çĕнĕ Ахпỹртри В. Михайловăн та юнĕнче асăннă туйăмсемех чупаççĕ, çавăнпах вăл 2005 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Хура тăпра çине хăйĕн тарне тăкма тата маларахах пикеннĕ.

- Пирĕн йăх мĕн ĕлĕкренех çĕрпе ĕçленĕ, хăй вăхăтĕнче вĕсене кулак тесе те тустарнă. Пĕр вăхăт хам "Родина" хуçалăхра газоэлектросващикре тăрăшрăм, каярах тăхăр сезон тырă выртăм.

Фермер хуçалăхне йĕркелес шухăш çавăнпа та ăнсăртран çуралнă тесе калас килмест. Вăй тапса тăнă чухне тракторпа сухаланă, акнă чухне чун савăнатчĕ. Ялта манăн тата Федя Савдеровăн кăна техника пулнă. Ирхине 4-5 сехетре тухса каяттăмăр та, çур çĕр çитеспе çеç киле таврăнаттăмăр, - тесе пуçларĕ калаçăвне Вячеслав Александрович. Фермер 13 гектарпа ĕçлеме пуçăннă. Малтанхи çулах унта тырă çитĕнтернĕ, каярах сухан вăрлăхĕ, çĕр улми, кишĕр ỹстерме пикеннĕ. Çулсем иртнĕçем лаптăк та пысăкланнă. Хальхи вăхăтра Михайловсен - арендăна илнисемпе пĕрле - 60 гектар. Кăçал усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе тата та пысăклатма тĕллев лартнă. Çакна тума техника та çителĕклĕ. Виçĕ Беларусь, пĕр ГАЗель тата кăкарса çỹремелли ытти хатĕрсем управра çурхи кунсем çитессе кĕтсе лараççĕ. Вĕсене çулленех техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ, страхлаççĕ. Тыр-пула пухассипе те йывăрлăхсем çук. Иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ те çĕрпе ĕçлет, унăн комбайн пур. Тухăçа шăпах вăл кĕлете кĕртме пулăшать.

Çĕнĕ Ахпỹртсем районта вăрлăх сухан туса илессипе палăрса тăраççĕ. Михайловсем те ăна гектарĕ-гектарĕпе çитĕнтереççĕ. Çевока хăйсем тунă 100 тонна ытла кĕрекен хранилищĕре хĕл каçараççĕ. Çуркунне вара ăна Питĕртен, Кировран, Ижевскран тата ытти çĕртен те килсе хапăлласах туянаççĕ.

Фермер хуçалăхĕн ертỹçи Вячеслав Александрович паян çĕрпе ĕçлессине Алеша ывăлне ытларах шанать. Çамрăк Д. Артемьев, А. Кадыков трактористсемпе пĕрле хирте тăрăшать. Лаптăк пысăккипе пĕччен ĕлкĕрме çукран тата икĕ çынна хăйсене пулăшма илнĕ, çапла майпа ĕç вырăнĕсем туса панă Михайловсем. Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче вĕренекенсем те практикăна вĕсем патне час-часах килеççĕ.

Алексей Вячеславович пирки сăмах пуçарнă май вăл тăвакан ырă пулăмсене те асăнмасăр иртсе каяймастăн. А. Михайлов мĕн пĕчĕкренех хоккейла выляма юратнă, паян та спортăн çак тĕсĕпе туслă. Вăл тăрăшнипе çамрăксем конькисем çине тăрса клюшкăсем алла тытаççĕ. Ялти шкул хыçĕнчи лаптăкра пуçарулăх бюджечĕпе тунă хоккей площадкинче ача-пăча сасси каçхине тата канмалли кунсенче янăраса çеç тăрать. Катока юрпа та витĕнме памасть Алексей: хăйĕн тракторĕпе хырса тасатсах тăрать. Сăмах май, хоккейла вăйлă вылякансемпе республикăра тата ытти регионта иртекен ăмăртусене те хутшăнать. Нумай пулмасть çеç вĕсем Вологда хулинче пулчĕç. Çуркуннеччен, тĕп ĕçе пикениччен А. Михай- лов ачасемпе пĕрле таçта та çитме ĕлкĕрет.

- Акана тухасси нумаях юлмарĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем илсе килтĕмĕр, удобрени туянмалла тата. Техникăна та пăхса илмелле, - тесе гаража васкарĕ чунĕпе çĕре парăннă В. Михайлов.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика