Нумай ачаллă çемьесене - удостоверени

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2019, 09:41 Просмотров: 290

Республикăра нумай ачаллă çемьесене удостоверени пама пикенчĕç. Пирĕн районта çак чыса пуçласа Патăрьелĕнчи Петряковсем, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Цветковсем, Шăнкăртамри Алимовсем тивĕçрĕç.

Вĕсене районти централизациленĕ библиотека системин вулав залĕнче пачĕç. Çак ятпа амăшĕсене саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова çемьене тивĕçекен çăмăллăхсемпе те паллаштарчĕ. Удостоверени культура учрежденийĕсене, физкультурăпа спорт организацийĕсене çăмăллатнă йĕркепе е тỹлевсĕр çỹреме тивĕçтерет.

Çавăн пекех чыса тивĕçнисене "Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ" обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ, Патăрьелĕнчи "Сказка" ача сачĕн заведующийĕ А. Горшкова, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ В. Львов та саламларĕç.

Централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем чуна пырса тивекен савăк юррисемпе савăнтарчĕç.

Удостоверенине ашшĕ-амăшĕнчен пĕрне параççĕ. Çемьере 18 çула çитмен виçĕ е ытларах ача пулмалла. Вĕсем пурте Раççей Федерацийĕн гражданĕсем шутланмалла. Чăваш Енре пурăнмалла. Удостоверени илнисене республикăри нумай ачаллă çемьесен регистрне кĕртеççĕ. Ăна илес ыйтупа районти социаллă хỹтлĕх пайне тухмалла.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика