Вĕлле хурчĕсем ĕçчен çынна юратаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2019, 09:43 Просмотров: 371

Çуркунне тата кĕркунне хурт-хăмăрçăсемпе районта йĕркелекен канашлăва хутшăнакансем çуллен нумайланса та нумайланса пыраççĕ. Кăçал мартăн 15-мĕшĕнче агропромышленность техникумĕнче иртнĕ мероприятие Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем кăна мар, Шăмăршă, Комсомольски, Улатăр районĕсенчен, Тутар Республикинчен, Мари Элтан, Ульяновск облаçĕнчен тата ытти çĕртен те килсе çитрĕç. Çавăн пекех унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Се- ливанов, районти выльăх-чĕр- лĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов, Н. Пирожков утарçă хутшăнчĕç.

Пирожковсен хурт-хăмăрпа ĕçлесси йăхран-йăха куçса пырать, апла пулин те Николай Петрович хăйĕн пĕлĕвне тарăнлатас тĕллевпе Раççей шайĕнчи семинарсемпе конференцисене хутшăнать, çĕнĕлĕхсемпе ыттисене те паллаштарать. Хальхинче те вăл Мускавра, Хусанта тата ытти çĕрте иртнĕ сумлă мероприятисенче илтнĕ хыпарсене каларĕ. Çавăн пекех пирĕн тăрăхра вĕлле хурчĕн среднерусски ăрачĕшĕн климат условийĕсем лайăххине, вĕсем пыл пухассипе аван ĕçленине ăнлантарчĕ. Аэротерапи, ульетерапи усси пирки тепĕр хут аса илтерчĕ.

Кĕрлĕ-çурлă пыл юхтарса çиес тесен вĕлле хурчĕсене хăйсене те тивĕçлĕ пăхмалла. Апат çителĕксĕр пулни, тĕрĕс те пĕлсе çитерменни утарçăсем умне йывăрлăхсем кăларать. Сăмах май, хуртсем "пылпа çеç тăранса пурăнаççĕ" текен шухăш та тĕрĕс мар, вĕсемшĕн вăл хушма япала çеç. Çакна шута илмесен вĕллесем пушанса юлас хăрушлăх та пур.

Вĕлле хурчĕ те пĕчĕк ача пекех: чир-чĕртен асăрхасах тăмалла. Акă, варроатоз чирĕпе вĕсем çуркунне нушаланаççĕ. Ан чирлеччĕр тесен вăхăтра сиплемелле. Сăвăссем ан ерччĕр тесен августăн 20-мĕшĕнчен кая юлмасăр утарта тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттермелле. Кĕркунне вĕллесем умĕнче сăпса е тĕкĕлтура вĕçсе çỹренине курсан та асăрханулăха ỹстермелле, унсăрăн пылак çимĕçсĕр те тăрса юлма пулать.

Канашлура Мари Элтан килнĕ В. Дзюбенко, Чулхуларан çитнĕ Н. Смирнов утарçăсем, Чăваш ял хуçалăх академийĕн доценчĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ А. Скворцов тата ытти хăнасем те тухса калаçрĕç, хăйсен опычĕсемпе паллаштарчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов хурт-хăмăрçăсене кăçал пыл ытларах юхтарса илме, вĕлле хурчĕсем пекех малашне те туслă та килĕштерсе ĕçлеме сунчĕ.

Мероприятире çулленех пылсен конкурсне те ирттереççĕ. Кăçал тупăшăва çирĕмĕн хутшăнчĕç. Тỹресем кашнине тутанса пахаланă хыççăн "Чи лайăх пыл-2018" номинацире Улатăртан килнĕ Н. Краснов çĕнтернине каларĕç. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене пирĕн районти Т. Давыдов (Хурама Твар) тата В. Бахмисов (Тури Чакă) йышăнчĕç.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика