Кăтартмалли те, ыттисенчен вĕренмелли те пурах

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2019, 09:45 Просмотров: 295

Пирĕн районта "Ку чухнехи шкулти математика, информатика, физика тата астрономи урокĕсем" методика фестивалĕ иртрĕ. Вăл кăçалхипе 30-мĕш хут пулчĕ. Республика шайĕнчи мероприятие Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта чыслă лару-тăрура уçрĕç.

Фестивале республикăри вĕрентỹ институчĕн математика кафедри йĕркелет. Ăна математика, физика, информатика, астрономи вĕрентес ĕçре наука-методика шайне ỹстерес, малта пыракан опыта сарас, пĕр-пĕрин ĕç ăсталăхĕпе паллашас, çак предметсем патне вĕренекенсен интересĕсене ỹстерес тĕллевпе ирттереççĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхне çак предметсемпе ĕçре çитĕнỹ тунă республикăри районсенчи, хуласенчи вĕрентекенсем, методика пĕрлешĕвĕсен ертỹçисем йышлăн килнĕ. Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов саламларĕ. Рудольф Васильевич çак предметсемпе ачасем ỹсĕмсем сахал мар тунине палăртрĕ. Фестивале пирĕн районта ирттернине ырларĕ. Çакă педагогсене малашлăх ĕçĕнче хавхалантарасса шаннине пĕлтерчĕ.

Республикăри вĕрентỹ институчĕн математика кафедрин доценчĕ Э. Михайлова Патăрьел çĕрĕ ырă çынсемпе, йăла-йĕркипе пуян пулнине палăртрĕ. Районти педагогсен тăрăшуллă ĕçне пула вĕренекенсем çитĕнỹсем тунине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

Çакнашкал фестиваль пирĕн патăрта пĕрремĕш хут та мар иккен. Унта хутшăнни предметниксене вĕренỹ çулĕпе тухăçлă ĕçлемешкĕн вăй-хал кỹрет.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕ И. Игряшова çулленех фестивальсене кăмăлтан хутшăннине, вĕсенче паллашнине вырăнта усă курни ачасене пысăк çитĕнỹсем тума ăнтăлтарма май панине, хăйсен ĕç ăсталăхне ỹстерме пултарнине палăртрĕ.

Мероприятие хутшăнакансене вăтам шкулта вĕренекенсем кăмăла каякан юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Кĕçнерникунпа эрнекун вара фестивале хутшăнакансем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕш, Сăкăтри тата Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулсенче уçă уроксем ирттерчĕç. Класс тулашĕнчи мероприятисем, мастер-классем йĕркелерĕç. Кирек хăшĕнче те ăса хывмалли сахал мар пулчĕ.

Экспертсем пирĕн районти Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Н. Чумерин физика, Е. Баюсовăпа В. Баюсов, Л. Курманаевăпа Н. Агеева пĕрлештернĕ, Э. Камалетдинова тата Ишлĕри А. Иванова вĕрентекенсем математика тата ытти уроксене çỹллĕ шайра йĕркеленипе палăртса хăварчĕç. Ытти вĕрентекенсен урокĕсем те тĕрлĕ енлĕ, усăллă, асра юлмалла, темăна ăша хывмалла иртни курăнчĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика