ПИРĕН ЕНТЕШ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2019, 10:03 Просмотров: 369

Алексей Филиппович Талвир (Башкиров) 110 çул каялла (21.03.1909-09.09.1979) Патăрьел ялĕнче çуралнă. Вăл - писатель, прозаик, СССР Писателĕсен канашĕн членĕ (1934 çул), Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ.

А. Талвир Мускаври М. В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн литература факультечĕн виçĕ курсне (1933) пĕтернĕ. СССР халăх Тĕп патшалăх издательствин (Центриздат) (1928-1929) литература сотрудникĕнче, "Коммунар" хаçат редакцин литература пайĕн заведующийĕнче (1933) ĕçленĕ. 1937-1939 çулсенче "Гудок" хаçатăн корреспондентĕнче, 1940-1941 çулсенче ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн пропагандăпа агитаци пайĕн инструкторĕнче вăй хунă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче "Комсомольская правда" хаçатăн çар корреспонденчĕ пулнă. Вăрçă хыççăн "Коммунизм ялавĕ" (халĕ "Хыпар") хаçатăн корреспондентĕнче, Чăваш Ен Писателĕсен канашĕн консультантĕнче тăрăшнă. 1954-1958 çулсенче Чăваш АССР Писателĕсен канашне, 1960-1968 çулсенче Тутар Республикин Писателĕсен канашĕн чăваш секцине ертсе пынă, "Хусан" альманаха редакциленĕ. 1953 çултанпа - писатель-профессионал.

Алексей Филипповичăн 1929 çулта Мускавра "Хĕллехи сивĕре" пĕрремĕш калавĕ кĕнекепе пичетленсе тухнă. Чăваш Енре унăн вырăсла кун çути курнă "Люди из Батыр-яла" (1933) повеçĕ малтанхи çитĕнỹсем илсе килнĕ. Паллă произведенийĕсен шутне "Пăва çулĕ çинче" повесть тата "Никĕс" роман кĕрет. Çавăн пекех "Вăрçăччен, вăрçăра, вăрçă хыççăн", "Йĕлтĕр йĕрĕ", "Суйласа илнисем", "Харсăр çынсем" тата ытти изданийĕсене те халăх юратса вулать.

А. Талвира Хĕрлĕ Çăлтăр, "Халăхсен туслăхĕ" орденсемпе тата медальсемпе наградăланă. Унăн ячĕпе Шупашкарти пĕр урам хисепленсе тăрать. 1989 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче К. Маркс урамĕнчи 24-мĕш çуртра мемориал хăмине, Патăрьелĕнчи "Çăкăр" халăх музейĕн территоринче 2010 çулта писателĕн бюстне уçнă.

("Çулталăк кĕнекинчен").

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика