Пĕлÿ çуртне йыхравлакан кĕпер çĕнелчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2019, 10:05 Просмотров: 396

Сител ачисем пĕлÿллĕ пулма мĕн ĕлĕкренех Пăлапуç Пашьелне çул такăрлатнă. Хыр вăрманĕ çумĕнче юхса выртакан Пăла шывĕ урлă малтанласа йывăç каçмапа, кайран колхоз вăйĕпе тутарнă трос кĕпер тăрăх çÿренĕ. Унтанпа вăхăт самай иртрĕ. Трос кĕпер те хăйĕн малтанхи сăн-сăпатне çухатрĕ. Çакна шута илсе Сител халăхĕ Юрий Степановпа Николай Вазенков вырăнти депутатсем ертсе пынипе пĕр шухăшлăн пулса ачасене пĕлÿ çуртне йыхравлакан кĕпере тирпейлерĕ: хăмисене улăштарчĕç, юписене тĕреклетрĕç, кивелнĕ пăралукĕсене хытарса çĕнетрĕç. Çавăн пекех сăваплă ĕçе Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн депутачĕпе Петр Ларевпа вăтам шкул директорĕ Сергей Матюшкин та хастар хутшăнчĕç. Ниме халăхĕ тăрăшнипе  кĕпер кĕске вăхăтрах çĕнелсе тирпейленчĕ.

И. Лякова

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика