Раççей шайĕнчи кĕрешỹре

Категория: Публикации Опубликовано: 22.03.2019, 14:06 Просмотров: 334

Хусанта 2001-2004 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче "Корэш" енĕпе Раççей шайĕнче мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Пирĕн районтан вĕсене 12 каччă явăçма пултарчĕ. Чăваш Республики чысĕшĕн тупăшса Тутар Сăкăтĕнчи И. Хакимов (60 кг виçе категорийĕпе) чемпион пулчĕ. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти А. Ишмуратов виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

2003-2004 çулсенче çуралнă ачасенчен 75 кг виçере Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Н. Атаказов иккĕмĕш, Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ шкулти И. Хуснетдиновпа (55 кг) Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Ш. Вахитов (60 кг) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Командăри Ыхра Çырминчи вăтам шкулти К. Вахитов, Д. Биккуллов, Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ шкулти Р. Алеев, А. Кардонов, Д. Сафьянов, Д. Абдулвалеев, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Д. Гайнуллин та начар мар кĕрешрĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика