Çĕр пулăхлăхне ỹстересчĕ, выльăхран тупăш кĕртесчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.03.2019, 13:19 Просмотров: 369

Районта çулленех йĕркелекен агроинженери конференци мартăн 21-мĕшĕнче иртрĕ. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалне ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, агрономсемпе инженерсем, бизнес-центрта зоотехниксемпе ветеринари специалисчĕсем, выльăх- чĕрлĕх йышлă усракансем çавра сĕтел хушшине пухăнчĕç.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, унăн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, ЧР "Агро-инноваци" унитарлă предприятин консультанчĕ В. Мутиков профессор тата И. Нурсов консультант, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн эпизотологи, паразитологи тата ветеринарипе санитари экспертиза кафедрин доценчĕ, ветеринари наукисен кандидачĕ В. Тихонов, морфологи, акушерство тата терапи кафедрин доценчĕ, ветеринари наукисен кандидачĕ С. Кондручина, "Мустанг технология кормления" пĕрлешĕвĕн апат çитерессипе ĕçлекен специалисчĕ М. Душанин тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Çĕртен паян пурте тупăш курма тăрăшаççĕ, анчах тăпра пулăхлăхне пуянлатассишĕн тимлĕх уйăракан сахал. ЧР "Агро-инноваци" унитарлă предприятин консультанчĕ В. Мутиков профессор шăпах çак ыйту тавра калаçрĕ. Вăл "Биологизаци - хальхи тата пуласлăх çĕр ĕçĕн никĕсĕ" темăпа тунă доклад агрономсемшĕн те, ертỹçĕсемшĕн те питĕ кăсăклă пулчĕ.

Юлашки çулсенче тăпра пулăхлăхĕ çуллен вăтамран çур процент таран чакса пырать-мĕн. Сăмах май, унăн пĕр процентне ỹстерме пĕр ĕмĕр ытла кирлине палăртаççĕ специалистсем. Минераллă удобренисемпе, гербицидсемпе, пестицидсемпе пĕр вĕçĕм усă курнăран тăпра çурма вилĕ, вăл чир-чĕре хирĕç те кĕрешеймест. Çакна хими препарачĕсемпе усă курнă çĕрте ăмансем çукки е питĕ сахалли те çирĕплетет. Çавăн пекех унччен çĕре сапаланă улăм 1-2 çулта çĕрнĕ пулсан халь 3-4 çул та иртет. Тăпран ĕçлес вăйĕ чакса пырать. Мĕн тумалла-ха? Малалла та çаплах вăй хурсан 20-30 çултан мĕн пулать?

Юлашки çулсенче республикăн кăнтăр районĕсенче, вăл шутра Патăрьел тăрăхĕнче те, çулла çумăр пит çусах каймасть. Пĕлтĕр те Шупашкартинчен 30 процент сахалрах ỹкнĕ. Нỹр çуккипе çĕр çуркаланать. Меллиораципе хуçалăхсем усă кураççĕ-ха, анчах вăл та йỹнĕ мар тата пур хире те шăварма май çук. Татăлман ыйтусем çителĕклех.

Тăпра пулăхлăхне лайăхлатма тата нỹ-ре сыхласа хăварма майсем пур иккен. Пусă çавăрнăшĕпе тата сидератпа усă курни пулăшать-мĕн. Сидератпа çĕрти органикăллă япаласене пуянлатас тесен йỹçĕклĕ мар вырăнта илепер курăкне аксан аван. Иккĕмĕш çул çитĕннĕ чухне курăка июнь уйăхĕнче çулса пăрахмалла та тăпрана хывмалла. В. Мутиков тата ытти мелсем пирки те тĕплĕн паллаштарчĕ, кỹр- шĕ Комсомольски районĕнчи "Слава картофелю" хуçалăхра туса ирттернĕ ĕçсемпе çирĕплетсе пачĕ.

- Минераллă удобренисемпе те, пестицидсемпе те усă курмалла, анчах ытлашши мар. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, вĕсем çынсен сывлăхне те сиенлеççĕ. Чылай çĕршывра çакна шута илсе хими препарачĕсене сапассине чакарса пыраççĕ. Çĕр пулăхлăхне биологизаци мелĕпе пуянлатма тăрăшмалла. Сидераципе ĕçлеме укçа-тенкĕ нумай кирлĕ теме те пултараççĕ, шутласа пăхнă хыççăн вара вăл ытлашши хака та лармасть. Тăкака тăпра пулăхлăхĕ лайăхланни, тухăç ỹсни, рентабельлĕх пысăкланни саплаштарать, - терĕ Владимир Михайлович.

Канашлура усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, хамăра тивĕçекен пайсене нимĕн те акмасăр хăварса çум курăк ỹстерме юраманни пирки те каларĕç. "Россельхознадзор" службинчен пĕлтернĕ тăрăх, çĕр пайĕсенче хыт хура çитĕнтерекенсене айăпласа штрафсем панă.

Бизнес-центрти çавра сĕтел тавра пуçтарăннисемшĕн те канашлу усăллă иртнĕ. В. Тихонов доцент ĕне-выльăхăн лейкоз чирĕ тата профилактика ирттересси пирки тĕплĕн ăнлантарнă. "Авантех" пĕрлешỹ "Звезда" ял хуçалăх кооперативĕпе тата Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕпе производствăри кăтартусене ỹстерес тĕллевпе пĕрле ĕçлеме килĕшỹ тунă. Пĕрлешỹ специалисчĕсем хуçалăхсемпе тата вĕсен апат базипе тĕплĕн паллашнă хыççăн выльăхсен апат рационне туса параççĕ.

О. ПАВЛОВА.

Хаклав Селивестр Шалтынов, агроном:

- Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" хуçалăхра чылай çул агроном пулса ĕçлерĕм. Унта вăрман хĕрринчи хирсенче тăпра пулăхлăхĕ чухăн. Çавăнта эпир выльăхсене валли апат хатĕрлеме илепер курăкне акаттăмăрччĕ. Ăна сидерат пек усă курман пулсан та пăсса тырă никĕсе хывсан тухăç пĕр гектартан вăтамран 40-50 центнертан кая марччĕ. Çакă илепер тăпра пулăхлăхне лайăхлатма пулăшнине чăннипех те çирĕплетет.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика