Вĕрентỹре - ăста кадрсем

Категория: Публикации Опубликовано: 26.03.2019, 13:25 Просмотров: 359

Вĕрентекенсен ĕçне вырăна хурас, ăста педагогсене палăртас тĕллевпе районта çулленех конкурссем йĕркелеççĕ. "Çулталăк учителĕ - 2019", "Чи лайăх класс ертỹçи - 2019", "Çулталăк воспитателĕ- 2019" професси тупăшăвĕсен малтанхи турĕсем иртнĕччĕ ĕнтĕ.

Районти "Çулталăк учителĕ - 2019" конкурсăн пĕтĕмлетĕвне вара И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн акт залĕнче турĕç. Малтанхи тупăшусене педагогсем йышлăн хутшăннăччĕ.

Конкурсантсем хăйсен пултарулăхне, професси ăсталăхне кăтартса вĕренекенсемпе занятисем ирттернĕччĕ, общественноçпа актуаллă темăсемпе калаçусем пуçарнăччĕ тата ытти те. Ала витĕр алланса тухма, професси ăсталăхне кăтартма çăмăлах мар. Виççĕмĕш тура вара 4 педагог хутшăнма тивĕç пулчĕ. Вĕсем çаксем: Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти ют чĕлхе учителĕ Ч. Ишмуратова, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен С. Никитина, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти ИЗО тата технологи учителĕ С. Попова, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти информатика учителĕ Г. Феткуллова.

Конкурсантсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова, "Çулталăк учителĕ - 2012" конкурс çĕнтерỹçи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Н. Андреева саламларĕç.

Конкурс "Шкулти ку чухнехи воспитани системинчи вĕрентекен пĕлтерĕшĕ" темăпа уçă дискусси евĕр иртрĕ. Ăна вĕрентỹ управленийĕн начальникĕн çумĕ Н. Анисимов ертсе пычĕ. Тупăшăва тухнисен ĕçне сумлă жюри хакларĕ. Пĕтĕмлетỹ хыççăн Ч. Ишмуратова "Çулталăк учителĕ-_ 2019" конкурс çĕнтерỹçи пулни паллă пулчĕ. Ытти конкурсантсем - призерсем. Чулпан Минхарисовнăн район чысне республикăри конкурсра хỹтĕлемелле пулать.

"Чи лайăх класс ертỹçи - 2019" тата "Çулталăк воспитателĕ - 2019" конкурссен район шайĕнчи тупăшăвĕсем маларах иртнĕччĕ. Çĕнтерỹçĕсене вара пĕрле чысларĕç. 25 çулран кĕçĕнрех класс ертỹçисенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 2г классене вĕрентекен Д. Алимова çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Унран аслăраххисенчен вара Первомайскинчи В. Митта ячĕллĕ вăтам шкулти 7 классен ертỹçи Е. Кольцова мала тухрĕ.

Турханти вăтам шкулти О. Кокель (4 класс ертỹçи), Туçари вăтам шкулти Л. Глинкина (3 классен), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Т. Ильина (9а), Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти О. Лукьянова (7б), Хирти Пикшикри вăтам шкулти Л. Данилова (4 класс) призерсем пулчĕç.

"Çулталăк воспитателĕ - 2019" конкурс çĕнтерỹçи - Ыхра Çырминчи вăтам шкулти шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен ушкăнри Т. Краснова воспитатель. Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнчи М. Кисеева, Первомайскинчи "Шуçăм" ача садĕнчи Т. Хураськина, Патăрьелĕнчи "Центральнăй" ача садĕнчи Г. Алимова, Шăнкăртамри "Сандугач" ача садĕнчи М. Юнусова воспитательсем призерсем пулчĕç.

Конкурссене хутшăннисене С. Черновăпа И. Рубцова дипломсемпе, парнесемпе чысларĕç. Çавăн пекех вĕсене вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ С. Елагина та саламларĕ.

Конкурссем районти шкулсенче, ача сачĕсенче чăннипех ăста, пултаруллă, анлă тавракурăмлă, харсăр, мал ĕмĕтлĕ вĕрентекенсем, воспитательсем тăрăшнине, хăйсен ĕçĕнче ку чухнехи технологисене мала хунине тепĕр хут çирĕплетрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика