Ан илĕрттĕр преступлени сукмакĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.03.2019, 13:32 Просмотров: 343

Преступлени тăвассинчен асăрхаттарас тĕллевпе профилактика ĕçĕсем ирттересси власть органĕсемпе обществăлла организацисен, ытти яваплă органсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Пысăк çухату, инкек, çыннăн пурнăçĕпе çыхăннă усал ĕçе сирсе ярасси, унтан асăрханасси преступление тăрă шыв çине кăларассинчен ансатрах.

Преступленисен ытларах пайĕ çынсен социаллă пурнăçĕпе, экономика лару-тăрăвĕпе (яланхи ĕç укçи çукки, алкогольпе иртĕхни) çыхăннă. Ун пек чухне преступниксем сăлтавсăрах кăра пулаççĕ, шухăшлавне, ăс-тăнне çухатаççĕ тата ытти те. Çакăншăн вара унăн чи çывăх çыннисем - арăмĕсем, ачисем,

ашшĕ- амăшĕ е кỹршисем хур кураççĕ. Тăвансемпе юлташсене, кỹршĕсене пĕр-пĕрин сывлăхне сиенлеме мĕн хистет-ха? Чăн малтанах çакăн сăлтавĕ - эрех-сăрапа виçесĕр иртĕхни. Кунтан тĕлĕнме кирлех те мар: алкогольпе явăçнă çынсем хаяр шĕвеке ăçтан тата камран тупмаллине лайăх пĕлеççĕ. Уголовлă статистика хальхи вăхăтра та хăш-пĕр ялта "сăмакун центрĕсем" - аншарли туса сутакан çуртсем - пуррине çирĕплетет. Право хуралĕн сотрудникĕсем çакăнпа "услам" тăвакансемпе час-часах тĕл пулаççĕ пулин те, вĕсем çак çул çинчен пăрăнасшăн мар. Ĕçкĕ-çикĕпе çыхăннă мероприяти вĕçĕ вара чылай чухне инкекпе вĕçленет.

2018 çулхи октябрь уйăхĕнче Кĕçĕн Арапуçĕнче хăрушă преступлени пулнă: пĕрле ĕçнĕ хыççăн пĕр кỹршĕ арăмĕпе упăшкине çул çитмен ачи умĕнчех вĕлернĕ. Тискер те хăрушă уголовлă ĕçе Чăваш Республикин Аслă сучĕ Патăрьелне тухса суд ларăвне ирттерчĕ. Патшалăх айăплавçи - Чăваш Республикин прокурорĕ В. М. Пословский.

Уголовлă ĕçе тĕпченĕ вăхăтра тата суд ларăвĕнче çак калама çук хăрушă преступлени сăлтавне пайăрлатнă, ку тĕлĕшпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕ тата право хуралĕ преступление сирсе яма пултарнине те хак панă.

Чылай чухне ял тăрăх работникĕсемпе полици сотрудникĕсем обществăра хăйсене йĕркесĕр тытакансемпе, саккуна пăхăнманнисемпе профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ. Маларах саккуна пăхăнмасăр преступлени тунă, халĕ ăна пăсман пек туйăнакан, çав вăхăтрах пурнăçра хăйĕн вырăнне тупайман, эрехпе ашкăнса пурăнакан, хирĕç-тăрăва кĕме пултаракан граждансем вара айккинче юлаççĕ. Кĕçĕн Арапуçĕнче те çавăн пекех пулса тухнă. Ниçта та ĕçлемен, ĕçкĕпе иртĕнекен ỹсĕр арçын çынсене çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ. Маларах ăна хăйсен ял çыннисене вĕлерессипе хăратнăшăн икĕ хутчен уголовлă майпа айăпланине (юлашки преступлени тăвиччен маларах çеç пулнă), вăл шутра çĕçĕпе çыхăнни те пур, çынсем ун пирки ỹпкелешсе калаçнине шута илмесĕр ял тăрăх администрацийĕ унпа профилактика ĕçĕсем ирттермен. Следстви вăхăтĕнче преступник пирки лайăх характеристика çырса пани те чăнлăхпа тỹр килмест.

Преступник район полицийĕн тимлĕхĕнче те пулман, ăна çак усал ĕçе туса хуриччен çеç учета илнĕ. Паллах, участокри уполномоченнăй кашни çемьере мĕн пулса иртнине пĕлмессе, сăнаса ĕлкĕреймессе те пултарать. Çавăнпа та ун пек чухне кỹршĕсен, пĕлĕшсен, ял çыннисен пулăшăвĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем ялта çемьери хирĕç-тăру, çапăçса, харкашса çỹрекен пирки йĕрке хуралне вăхăтра пĕлтерсен çын пурнăçĕпе çыхăннă инкек те сиксе тухмĕ. Кĕçĕн Арапуçĕнчи трагеди те çакăнпах çыхăннă.

Çавăнпа та вулакансене çакна палăртса хăварас килет. Тимсĕрлĕх, сỹрĕклĕх, курман-илтмен принциппа пурăнни усал патне çеç илсе çитерет. Кỹршĕсем е тăвансем çемьере хирĕç-тăрура пурăннине, право йĕркине пăснине пытармалла мар, мĕнле майпа та пулсан вырăнти самоуправленине, право хуралĕн органне пĕлтерме тăрăшмалла. Çакăн пек тусан çеç çынна преступлени çулĕ çинчен, çын сывлăхĕпе çыхăннă усал ĕçрен вăхăтра хăтарма пулать. Чи кирли ял поселенийĕсенче учетра тăракансемпе профилактика тăвассине ячĕшĕн çеç йĕркелени ан пултăр. Ку тĕлĕшпе граждансенчен кĕрекен хыпарсене вырăнти власть органĕсен вăхăтра тата тĕплĕн пурнăçламалла. Кашнийĕ хăйĕн тивĕçне тỹрĕ чунпа туса пырсан çеç районта преступлени тăвасси чакĕ.

Н. ОСИПОВ, район прокурорĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика