Йĕлтĕр йĕрĕ хупăнчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.04.2019, 09:59 Просмотров: 670

Кĕçĕн Арапуçĕнчи В. Маркиданов ячĕллĕ йĕлтĕр йĕрĕнче хĕллехи спорт сезонне хупса ăмăртусем иртрĕç. Вĕсене Хирти Пикшикри, Первомайскинчи, Турханти, Нăрваш Шăхалĕнчи, Ыхра Çырминчи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам, Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсене çỹрекенсем, Каншел, Кĕçĕн Арапуç, Именкасси, Тикеш, Хирти Пикшик ялĕсенче пурăнакансем явăçрĕç.

Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова, "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов, районти йĕлтĕр чупăвĕн федерацийĕн председателĕ С. Сафьянов саламларĕç.

Ăмăртура Тимофейпа Семен Красновсем, Н. Кузьмина, Т. Осипов (Еншик ялĕнчен), Дианăпа Максим Иванкинсем, Н. Григорьев (Кĕçĕн Арапуç), Дашăпа Татьяна Никитинасем, К. Шайманова, А. Ефимова (Нăрваш Шăхаль), Аннăпа Ксения Осиповăсем, К. Косойкина (Турхан), Д. Матюшкин, А. Андреев, Д. Лепешкин (Первомайски), М. Огур- цова (Чăваш Ишек), Р. Чебенев, Р. Яфизов (Хирти Пикшик), Н. Авксентьев (Тикеш), В. Андреев (Патăрьел), Н. Павлов (Каншел) çĕнтерỹçĕсемпе призерсем пулчĕç.

Мала тухнисене "Паттăр" ФСК грамотисемпе тата районти йĕлтĕр чупăвĕн федерацийĕн председателĕ С. Сафьянов çирĕплетнĕ хаклă парнесемпе чысларĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика