Хоккеистсен çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.04.2019, 10:01 Просмотров: 702

Çар ретне тăма хатĕрленекен çамрăксен хоккей команди республика ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Çав ятпа "Олимп" командăн пĕрлештернĕ членĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова саламларĕ: "Пирĕн районта хоккей ăнăçлă аталанни савăнтарать. Вăл тĕрлĕ ỹсĕмри ачасен юратнă спорт вăййи шутланать. Пăр çинче вылямашкăн условисем те пур. Иртнĕ çул пуçаруллă бюджет программипе килĕшỹллĕн Çĕнĕ Ахпỹртре икĕ миллион ытла тенкĕлĕх хоккей коробки тунă. Çакнашкаллине Первомайскинче тума палăртатпăр".

Район чысне пăр çинче Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти В. Артемьев, А. Савдеров, А. Кротов, В. Романов, П. Хурамаев, Е. Данилов, К. Павлов, И. Комаров, Первомайскинчи вăтам шкулти К. Сорокин, М. Молочников, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Д. Павлов, Н. Шугуров, Туçари вăтам шкулти Д. Горшков хỹтĕленĕ. Çамрăк хоккеистсене ăмăртусене А. Михайлов тренер хатĕрлет. Сăмах май çакна та палăртмалла: кĕçĕн ушкăнри ачасем иккĕмĕш вырăнпа савăнтарнăччĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика