"Вилĕмсĕррисен полкĕнче- çĕнĕ ят!

Категория: Публикации Опубликовано: 01.04.2019 10:11 Просмотров: 364

Çулталăк çурă каялла Шăнкăртам ял тăрăх администрацине ĕмĕртен-ĕмĕре тăванла пурăннă, халĕ уйрăм патшалăх пулса тăнă, çапах та чĕрене çывăх Украинăран çыру çитнĕ. Ют çĕршыв-ран килнĕ конверта специалистсем пĕр пăлханса та пĕр тĕлĕнсе уçнă.

Пĕтĕм Украинăри "Кривбаса ирĕке кăларни" шырав çар-мемориал пĕрлĕхĕнчен çыраççĕ иккен. Днепропетровск облаçĕнчи Софиевка районĕнче 2016 çулхи августăн 5-12-мĕшĕнче ирттернĕ экспедицинче шырав ушкăнĕсем (пурĕ 60 ытла çын, çав шутра 27 шкул ачи те) совет çарĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче,1944 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 29-мĕшĕччен Украинăра нимĕç фашисчĕсен пысăк группировкине çапса салатас тĕлĕшпе "Никополь - Кривой Рог наступлени операцийĕ" вăхăтĕнчи хаяр çапăçусем пынă хирсенче, 45 салтака пытарнă, анчах халиччен çакăн çинчен пĕлмен вырăна тупса палăртнă-мĕн. Вилнĕ салтаксен шăмми-шакки тата çĕрмен ытти япаласем хушшинче "Çапăçури паттăрлăхшăн" медаль тупăннă. Ун çинчи номер тăрăх шыравçăсем хуçине те палăртнă. Çар архивĕсем панă хутсем тăрăх вăл - "Валиуллов Миолла Арифлович, Чăваш АССРĕнчи Чкаловски районĕнчи Чкалово ялĕнче 1917 çулта çуралнă, пуçне хунă чухне 353-мĕш стрелок дивизиĕн 1147-мĕш полкĕнче взвод командирĕ (лейтенент) пулнă. Февралĕн 1-мĕшĕнче Валиулловпа унăн пехотинецĕсем маларах асăннă Софиевка районĕнчи Высокое ятлă хутор çывăхĕнче нимĕçсене тапăнса вилĕме куçран пăхнă, хаяр çапăçусене хутшăннă..."

Чкалов районĕн ячĕ улшăнни ултă теçетке çул иртнĕ пулсан та, "Чкалово" тени çухални чĕрĕк ĕмĕр çитсен те Украина тĕпчевçисем Патăрьел районне те, Шăнкăртам ялне та шыраса тупнă. Куратпăр ĕнтĕ, медаль хуçине уçăмлатас тĕллевпе ял пуçлăхĕсем патне çыру çырма та ỹркенмен.

Анчах çырура кăтартнă салтак хушамачĕ те, ячĕпе ашшĕ ячĕ те тỹрех нимĕн çинчен те каламан-ха. Тутарсен ятне-шывне, вырăслипе танлаштарсан, хут çине тĕп-тĕрĕс çырма йывăр. Пĕр тĕрлĕ илтĕнсен те çар писарĕсем хут çине тепĕр май чĕркеленĕ тĕслĕх нумай. Вăрçă çулĕсенче пушшех те. Çавăнпа Шăнкăртамра тепĕр тĕпчев ĕçĕ пуçланнă - кам вăл Валиулов Миолла Арифлович, аслă вăрçă паттăрĕ, гварди аслă сержант чухнех пысăк наградăна тивĕçнĕскер?

Ку ĕçе ялти пĕрремĕш вăтам шкул ĕçченĕсем хастаррăн пикеннĕ: чылай ватă çынпа курса калаçнă, архивсенчи метрика тĕркемĕсенче чакаланнă, 1935-1941 çулсенчи ял совет ĕçтăвкомĕн хуçалăх (похозяйственная) кĕнекисене тĕпченĕ тата ытти те. Тăрăшни ахаль иртмен, ялта "Валиуллов Минулла Арифуллович" тенĕ çын тупăннă. Вăл чăнах та вăрçа кайни, унта пĕр хыпарсăр çухални палăрнă. Тăванĕсем те пур. Акă, унпа пĕр тăван пиччĕшĕ (Шейдулла Арифуллович,1911 çулта çуралнă, вăрçă участникĕ, инвалид) Амалеев хушаматпа çỹренĕ. Вăрçăра пуçне хунă Минуллана вара хут çине аслашшĕ ятĕнчен (Валиулла) хушамат туса çырнă иккен. Салтакра вăл 1938-1941 çулсенче пулнă. Минулла авланнă хыççăн мăшăрĕпе (Файраза Сарачетдиновна) икĕ эрне кăна пурăнса курайнă: вăрçă пуçлансанах фронта ăсатнă. Арăмĕн шăпи малалла епле пулса тухнине халĕ ялта ас тăвакан çук.

Çав 1944 çулхи хĕл варринчи хаяр çапăçусенче совет çарĕн 3-мĕш тата 4-мĕш Украина фрончĕсем нимĕçсен пысăк ушкăнне çапса салатнă, пысăк промышленность центрĕсем шутланакан Никополь тата Кривой Рог хулисене ирĕке кăларнă.Çакăн хыççăн Крыма та фашистсенчен тасатма меллĕ условисем пулса тăнă. Çапăçусенче фашистсен сакăр пехота дивизийĕпе виçĕ танк дивизине стройран кăларнă, 40 пин салтакĕ вилĕм тупнă, 4600-ăн тыткăна лекнĕ. Пирĕн çарсем те пысăк çухатусем тỹснĕ. Çав шутра Валиуллов Минулла ентеш та ĕмĕрлĕхех Украина çĕрĕ çинче выртса юлнă.

Экспедици вĕçленнĕ хыççăн шыравçăсем вырăнти влаçсем пулăшнипе çав çулхи августăн 12-мĕшĕнче совет салтакĕсене тупăксене хурса, хĕрлĕ пỹссемпе витсе халăх йăли-йĕркипе, сумлă лару-тăрура "Хутор Высокое" мемориалта пурне те пĕр шăтăка пытарнă. Экспедици мĕнле пынипе тата пытару церемони- йĕпе паллаштаракан видеофильмсемпе тата сăн ỹкерчĕк- семпе паян шкулти истори пỹлĕмĕнче те паллашма май пур _ маттур украинецсем мĕн пур материалсене почтăпа ярса панă. Ентешĕн "Çапăçури паттăрлăхшăн" медалĕ вара халĕ Кривой Рог хулинчи историпе таврапĕлỹ музейĕнче упранать.

Çак кунсенче Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта Валиуллов Минулла Арифуллович 75 çул иртсен тăван яла таврăннă ятпа сумлă асăну пухăвĕ йĕркелерĕç. Унта ял пуçлăхĕсем, ытти хăнасем, пĕрлех паттăрăн çывăх тăванĕсем (Шейдулла пиччĕшĕн ывăлĕ, кинĕ, мăнукĕсем - пурте Амалеевсем), кỹрши пулнă З. Ш. Сафьянов шурсухал хутшăнчĕç. Сăмах май каласан, тăхăр вунна çывхаракан аксакал паян та Минулла авланса туй ирттернине те, ăна вăрçа ăсатнине те лайăх астăвать.

Сумлă мероприятие ятарласа Хусантан çак шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ, халĕ Н. И. Лобачевский ячĕллĕ математика тата механика университечĕн доценчĕ, физика-математика наукисен кандидачĕ Ринат Якушев килнĕ. Вăл Хусанти Пĕтĕм Раççейри информаципе шырав центрĕпе те тачă çыхăнура тăрать. Çак центр вăрçăра пуçне хунă, хыпарсăр е пĕр йĕрсĕр çухалнă салтаксене шыраса информацие пĕр банка пуçтарас енĕпе чылайранпа ĕçлет. Вăл тăрăшнипех шырав отрячĕсем тупнă воинсем çинчен сакăр томлă кĕнеке кăларнă. Хальхаççăн пичетленĕ кĕнекере пирĕн Шăнкăртамри Минулла Валиуллов пирки çырнă статья та пур. Ринат Султанович ăна шкул коллективне парнелерĕ, шырав ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕ.

Пухура шкул директорĕ Г. Абей- дуллова ертсе пынипе учительсемпе аслă классенче вĕренекенсем сцена çинче театрти композици евĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă тапхăра питĕ ĕненмелле кăтартса пачĕç. Г. Хафизова истори учительници, вăлах шкулти çар музейĕн ертỹçи те, аслă вăрçă участникĕсене ĕмĕр асăнса пурăнмалла тăвас енĕпе йĕркелесе пыракан ĕçсемпе паллаштарчĕ, М. Валиуллов паттăр пирки Украинăран килнĕ материалсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Документлă фильм вĕçленес умĕн диктор каланă сăмахсем кашнине хумхантарчĕç: "Украина çĕрне ирĕке кăларакан Минулла Валиуллова ĕмĕр мухтав!"

Юлашки сценка вара залра ларакансен чылайăшĕн куççульне те кăларчĕ пулĕ... Шкул тумне тăхăнннă çамрăк ачасем Çĕнтерỹ кунĕнче вăрçăра çапăçнă аслашшĕсен е мăн аслашшĕсен пысăклаттарнă портречĕсене йăтса "Вилĕмсĕррисен полкĕн" колоннине тăнă. Унта кашни Шăнкăртам салтакĕ пур. Пĕр вырăн кăна пушă. Тепĕр самантран строй патне тепĕр ача васкамасăр пырать, уçă çĕрте Минулла Валиуллов сăн ỹкерчĕкне çĕклет.

Паттăрсен çарне халĕ тулли теме те юрать!

Николай ЛАРИОНОВ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5