Пĕрле чухне йывăрлăхсене çĕнтерме çăмăлрах

Категория: Публикации Опубликовано: 01.04.2019 10:11 Просмотров: 523

Районти бизнес-центрта куç курманнисен обществин отчет конференцийĕ иртрĕ. Шăмăршăпа Патăрьел тăрăхĕсенчи сусăрсем пĕрле пухăнса иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, Раççейри куç курманнисен обществин Чăваш Енри организацийĕн тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн председателĕ А. Ар- тюков, социаллă хỹтлĕх пайĕн районти начальникĕ Н. Никитина, социаллă тивĕçтерỹ пайĕн районти начальникĕ А. Воробьева, РФ Пенси фончĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн начальникĕн çумĕ И. Кузнецова, куç курманнисен обществин районти ертỹçи Н. Лепешкин хутшăнчĕç.

Н. Лепешкин çулталăка пĕтĕмлетсе тунă доклад куç курманнисен обществин членĕсем тулли пурнăçпа пурăннине кăтартса пачĕ. Вĕсем район, республика шайĕнчи конкурссене питĕ хастар хутшăнаççĕ. Тĕп библиотека пулăшнипе литературăпа музыка композицийĕсем йĕркелеççĕ. Çавăн пекех çул çỹреве тухма та ỹркенмеççĕ. Пĕлтĕр çеç Çĕрпỹри мăнастирте, Шăмăршăри Кану паркĕнче пулнă. Юбилейсенче пĕр-пĕрне саламлама çỹреççĕ. Спортра та вĕсем кайрисен ретĕнче мар. Шашкăлла выляссипе Сăкăтри Н. Ларионов республикăра та палăрнă. Пĕлтĕр вара Патăрье- лĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче йĕркеленĕ ăмăртăва куç йĕркеллĕ курманнипе шутра тăракан ачасене те явăçтарнă. Çитĕнекен ăрăва та май пур таран общество пулăшма тăрăшать. Çавăн пекех сусăрсене хушма пĕлỹ илме майсем тупса парассипе те утăмсем тунă.

- Куç курманнипе пире тухса çỹреме те йывăр. Экскурсисем йĕркелени питĕ кăмăла каять, пурăнма хавхалантарать,- теççĕ общество членĕсем.

Конференцинче РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕн çумĕ И. Кузнецова пенси парассипе çыхăннă çĕнĕлĕхсемпе, социаллă хỹтлĕх пайĕн районти начальникĕ Н. Ни- китина коммуналлă тивĕçтерỹсемшĕн паракан компенсацие илмелли йĕркепе паллаштарчĕç. Социаллă тивĕçтерỹ пайĕн районти начальникĕ А. Воробьева куç курманнисен обществи сусăр ачасем патне тимлĕх уйăрнине, вĕсене пулăшма майсем шыранине палăртрĕ.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4