Музыкăна юратса ỹсеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.04.2019 10:14 Просмотров: 527

Тĕнчипе паллă поэтăмăр Г. Айхи шăрçаланă "Мухтав юрри" сăвăри йĕркесем ("Пурнать илем, йĕркелĕх, пархатарлăх, çĕр пин халь юрă ман Чăваш Енре!") пурне те районти "Чăваш Ен вăл -манăн тăван ен" пултарулăх конкурсне йыхравларĕç. Ăна район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕпе хушма пĕлỹ паракан ỹнер шкулĕ йĕркелерĕ. Унта ача садне çỹрекенсем, шкулсенче вĕренекенсем хутшăнма кăмăл турĕç. Çак кун чăн-чăн уяв пулчĕ.

Конкурса хаклакансем кĕçĕннисем хушшинче Патăрьелĕнчи "Центральнăй" ача садне çỹрекен Е. Торговцева (ертỹçи Л. Басырова) тата Хирти Пикшикри вăтам шкулти "Пар лаша" (Л. Данилова) ансамбль Гран-прие тивĕçлĕ тесе палăртрĕç. Первомайскинчи вăтам шкулти "Путене" ансамбль (В. Верликов) блокфлейтăпа каласа чăваш юрри янратса чи пысăк хака тивĕçрĕ.

Патăрьелĕнчи ỹнер шкулĕнче вĕренекен М. Галкин (А. Носкова), А. Путякова (В. Макарова), "Радуга" ансамбль (Г. Рубцова) та çỹллĕ шайра пулчĕç.

Баянпа каласа илемлĕ чăваш кĕввисемпе В. Никитин (В. Шир- танов) пурне те савăнтарчĕ, Гран-прие тивĕçрĕ.

А. АНТОНОВА, Патăрьелĕнчи ỹнер шкулĕн директорĕ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июнь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30