Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 01.04.2019 10:21 Просмотров: 365

74 çухрăм çула юсĕç

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи указĕнче 2024 çулччен ытти программăпа пĕрлех "Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем" наци проектне те пурнăçлама тĕллев лартрĕ. Унпа килĕшỹллĕн 2019-2024 çулсенче республикăри çулсене 21 млрд ытла тенкĕлĕх тĕпрен юсамалла, реконструкцилемелле тата çĕнĕ автоçулсем тумалла.

Пĕрремĕш вырăна тухнă

Чăваш Енĕн çар комиссариачĕ иртнĕ çулхи призыв кăтартăвĕ- семпе Тĕп çар округĕнчи 29 субъект хушшинче 1-мĕш вырăна тухнă.

Çĕнтерỹçĕсен йышĕнче

Чăваш Ен команди Тюменьте иртнĕ Пĕтĕм Раççейри хĕллехи ял вăййисенче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Республикăран кайнă 24 спортсмен шашкăлла, шахмăтла выляс, йĕлтĕрпе чупас, полиатлон енĕпе, механизаторсен, доярсен, спорт çемйисен ăмăртăвĕсенче тупăшнă.

75 çурта кивĕ йĕркепех туса пĕтерĕç

Республикăра пая кĕрсе хваттерсем тутаракансем валли строительсен 54 организацийĕ 106 çурт хăпартать. Çĕнĕ микрорайонсене куçма ĕмĕтленекенсем строительсемпе 6340 килĕшỹ çирĕплетнĕ. ЧР Строительство министерстви вĕсен ĕç-хĕлне тишкерсе çапла пĕтĕмлетнĕ: 35 организаци 5821 килĕшĕве кивĕ йĕркепех пурнăçлама - нумай хваттерлĕ 75 çурта туса пĕтерме - пултарать.

Çĕнĕ проект

Шупашкар хула администрацийĕ Чăваш Ен тĕп хули 550 çул тултарнине халалласа "Волонтерсем-экскурсоводсем" çĕнĕ проект пурнăçа кĕртет, хастар çамрăксене унта хутшăнма йыхравлать. Проекта хутшăнакансен 16 çултан аслăрах пулмалла. Вĕсене хула çыннисемпе хăнасене валли экскурсисем ирттерме хатĕрлĕç. Ыйтусене ака уйăхĕн 3-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

"Мăйракасăр" троллейбус çула тухнă

Шупашкарта пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче троллейбусăн çĕнĕ маршручĕ уçăлнă. Тĕп хулара 10-мĕш троллейбус çỹреме пуçланă. Хальхи йышши транспорт "Чукун çул - Николаев урамĕ - Тĕп пасар" маршрутпа электричество вăйĕпе каять, "Ю. Фучик урамĕ - Б. Хмельницкий урамĕ - 9-мĕш шкул - Кошкино - Айхи проспекчĕ - Ю.Фучик урамĕ" маршрутпа çỹренĕ чухне аккумулятор çине куçать.

Хăйне евĕр операци

Пирĕн республикăри онкологсем хăйне евĕр операци ирттернĕ: чĕлхе тымарĕнчи усал шыççа касса илнĕ. Ку - сайра тĕл пулакан амак. Юлашки 25 çулта Чăваш Енре унашкал 3 тĕслĕх тупса палăртнă.

Спортпа туслаштарасшăн

Кăçалхи ака уйăхĕнчен пуçласа сусăрсен те ГТО нормативĕсене пурнăçлама май пулĕ. Çапла пĕлтернĕ РФ спорт министрĕ Павел Колобков. Нормативсене Санкт-Петербургри физкультурăпа спорт, сывлăх наци патшалăх университетĕнчи специалистсем хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5