Культура ĕçченĕсем - уявра

Категория: Публикации Опубликовано: 01.04.2019 10:29 Просмотров: 427

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче культура ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Çак ятпа вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан С. Чернова, социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ А. Куданова, централизациленĕ клуб, библиотека системисен директорĕ- сем А. Петровăпа А. Овчинникова, культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Н. Мазякова саламларĕç.

"Сцена çине ăнсăртран лекнĕ çын çук тесен те тĕрĕсех пулас. Пурин те юрлас, ташлас, сăвă вулас, мероприятисем йĕркелес, йăла-йĕркене ламран-лама куçарса пырас ăсталăхĕсем пурах. Сирĕн тăрăшуллă ĕçĕре пула район интереслĕ пурнăçпа пурăнать. Йăлана кĕнĕ нумай мероприяти иртет, вĕсене ял халăхĕ кăмăлтан хутшăнать. Массăллă кану каçĕсем çĕнĕлле иртни савăнтарать", - терĕ Светлана Алексеевна.

Культура сферинче 139 çын ĕçлет. Вĕсенчен 8-шĕ "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе пултаруллисене Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Районти халăх театрĕн художник-постановщикĕ А. Петрова республика конкурсĕнче палăрса "Пултарулăх инновацийĕн лидерĕ" номинаципе ЧР культура, наци тата архив ĕçĕсен министерствин пĕрремĕш степеньлĕ дипломне илчĕ. Çавăн пекех Пăлапуç Пашьелĕнчи культура çурчĕн директорĕ Е. Иванова, Алманчăри И. Никитина, Тутар Сăкăтĕнчи Р. Низметдинова тата Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ Л. Леонтьева та министерствăн Хисеп грамотипе Тав çырăвне тивĕçрĕç.

Патăрьелĕнчи халăх театрĕн артисчĕсем "Морозко" спектакль сыпăкне выляса кăтартрĕç. "Ăраскал" ансамбль юрăçисем савăк юрăсем парнелерĕç.

Кăçалхи уява çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Çамрăк культура ĕçченĕсен конкурсне ирттерчĕç. Унта Шăнкăртамри Б. Айзатуллов, Нăрваш Шăхалĕнчи Н. Груз- дева, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи М. Жукова, Сителĕнчи И. Лякова, Çĕнĕ Ахпỹртри Е. Лисицына хутшăнчĕç. Пурте маттур, пултаруллă. Малтан хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан сцена çинче пултарулăхĕсене кăтартрĕç. Б. Айзатуллов чечен халăх ташшине ташларĕ. Н. Груздева, М. Жукова, Е. Лисицына юрларĕç. И. Лякова "Нарспи" мюзиклăн пĕр пайне вылярĕ. Конкурсантсем професси ĕçченĕсене культурăллă кану туса пама тăрăшрĕç. "Чи лайăх çамрăк культура ĕçченĕ - 2019" ята Нăрваш Шăхалĕнчи Н. Груздева культорганизатор тивĕçрĕ.

Кашни уяврах культура ĕçченĕ-сен халăха тивĕçлĕ кану йĕркелесе парас тĕлĕшпе çанă тавăрса ĕçлемелле. Ку хутĕнче вара сцена ăстисен ытларах пайĕ хăйсем те куракансен йышĕнче пулчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5