"Пурăнмашкăн çав тери аван, Шанчăклă юлташ çумра пулсан"

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2019 10:03 Просмотров: 183

Хисеплĕ ентешĕмĕр, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи паллă поэт Валерий Раштав сăввинчи йĕркесем Первомайски ялĕнче пурăнакан пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ пограничник-ветеран Л. Ильеров пирки каланăнах туйăнаççĕ.

Леонид Васильевич пĕрре пăхсан ытти çынсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть: юратнă мăшăрĕпе- Валентина Васильевнăпа- çурт-йĕр çавăрса ялта тĕпленнĕ. Çемье ытти кỹршĕ-аршă пекех выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча çимĕç çитĕнтерет, виçĕ ачипе, пилĕк мăнукĕпе савăнса пурăнать. Ачалăхĕ те, яшлăхĕ те çак ялпах çыхăннă. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă каччă чăн малтанах Канашри ДОСААФра водитель профессине алла илнĕ. Ун хыççăн çар служби çамрăкăн характерĕпе кăмăл çирĕплĕхне тата ытларах туптанă. Çар тивĕçĕ çăмăл пулман. Вăл Хабаровск крайĕнчи КДПО округĕнче Бикинский погранотрядра икĕ çул салтак тивĕçне пурнăçланă. Паян пысăк уявсенче тăхăнакан салтак тумĕ çинчи "Отличник погранвойск", "Старший пограничного наряда", "Отличник Советской Армии", "Воин-спортсмен" паллăсем шăпах пограничник çĕршыв умĕнчи тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланине кăтартса параççĕ те. Вăхăт иртнĕçемĕн чикĕ хуралçин ытти наградăсем те хушăннă: "Ветеран погранвойск", "95 лет пограничным войскам", "За службу на границе", "За верность долгу" медальсем тата ыттисем те.

Çывăх юлташăм çартан килсен те пурнăç çулне тĕрĕс йĕркелесе пычĕ. Пĕр вăхăт вăл "Рассвет" колхозра комбайнер пулчĕ. Унта та хăйĕн ĕçченлĕхне, тăрăшулăхне кăтартма ĕлкĕрчĕ. Каярахпа вара пурнăçне медицинăпа çыхăнтарма шут тытнă. Çак тĕллевпех медицина училищинче вĕренсе массажист профессине алла илет. Специалист хăйĕн ĕмĕрĕнче асамлă аллипе сахал мар çынна ура çине тăма, сывалма пулăшнă. Кирлĕ пулсан ĕç ветеранĕ паянхи кун та шăмă чирĕпе аптракан çынсене кăмăлтанах йышăнать.

Республикăри "Пограничное братство" обществин районти уйрăмĕн хастарĕсем хушшинче Л. Ильеров ветеран чи пултарулли. Çиччĕмĕш теçеткене ваклаканскер вăхăта усăсăр ирттерме, ахаль ларма юратмасть. Тăтăшах район, республика шайĕнчи спорт мероприятийĕсене хутшăнать. Шупашкарта пăшалпа тĕл перекенсен ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Футболла, волейболла вылякан командăсенче те унăн ăсталăхĕ туйăмлă. Культура мероприятийĕсенче, тĕл пулусенче вара вăл пире яланах купăс каласа савăнтарать, кăмăла уçать.

- Кашни çын пурнăçа кăмăлтан юратмалла, тулли кăмăлпа, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма, ырă ĕç тума тăрăшмалла. Ун чухне ĕç те ăнать, ăнăçу та пулать,- тет хăйĕн пурнăç тĕллевĕпе паллаштарнă май пограничник-ветеран, предприниматель. Сăмах май каласан, Л. Ильеров çамрăксене патриотла воспитани парас тĕллевпе те сахал мар ĕç тăвать. Çак тĕллевпех вăл çывăх вăхăтра ял çамрăкĕсем валли хăй вăйĕ-пе тир уçма шутлать. Ветеран пуçарăвне ырламалла çеç.

М. ХАРИТОНОВ, пограничник-ветеран

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5