Юратсан - тĕнче илемлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2019, 10:05 Просмотров: 413

Нăрваш Шăхаль ялĕнчи Аялкасра аякранах кĕмĕл шăнкăрав сасси тавралăха илем кỹрсе янăрать. Шурă юр тăрăх тăрантаслă тур лашасем юртса килеççĕ. Малтинче вара - çамрăк мăшăр. Хыçалти пар утсен çунисем çинче - туй каччисемпе хĕрĕсем. Вĕсем шăрантакан илемлĕ юрăсем таврана саланаççĕ, туй курма йыхравлаççĕ. Кас вĕçĕнчи Нина аппасен тĕлне çитсе урхамахсем тăп чарăнсан А. Митрофанов мăн кĕрỹ сăмахне пуçлать, саламачĕпе çапса туй илемне кỹрет. Ватăсем вара пĕрин хыççăн тепри çамрăк мăшăра пил парса хăйсен вырăнне лартаççĕ. Ялти маттур та патвар каччă И. Крылов туйĕ ку. Ун çумĕнче вара Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи яштака та илемлĕ хĕр, вăрăм хура çивĕтлĕ Нина Ахмеева шур пĕркенчĕк айĕнче хĕр юрри юрласа ларать.

Унтанпа 54 çул иртрĕ пулин те туй саманчĕ паянхи кун та ял-йыш асĕнче.

Пурнăç сукмакĕ кашни çыннăн тĕрлĕ енлĕ: анлă та сарлака, вăрăм та сулмаклă. Пĕрне шăпа таçта та илсе çитерет, теприне вара хăй çуралнă вырăнтах тĕпленсе йăва çавăрма вăй-хал парать. Çакăн пек шăпа пỹрнĕ те ĕнтĕ юман пек тĕреклĕ, патвар хул-çурăмлă Иванпа Нина Крыловсене. Нина çемьере асли пулнă. Иван та аслă аппăшĕпе кăна. Хĕр тăван ашшĕне курман. Мĕншĕн тесен Владимир Васильевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă.

Çамрăк мăшăрăн йыш хушăнсах пынă. Ывăлпа 4 хĕр çуратса ỹстернĕ вĕсем. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех пĕринчен тепри маттур та пултаруллă, ĕçчен те тирпейлĕ. Улмисем йывăççисенчен аякка ỹкмен.

3 çул каялла çемье пуçĕ пурнăçран уйрăлни пысăк çухату пулчĕ. Капмар та илемлĕ, кермен пек çурчĕ тĕпренчĕкĕсене киле йыхăрать. Тăван ывăлĕхуçалăхра водитель пулса ĕçлекен Юрий, мăшăрĕпе Любăпа, тĕп килте пурăнать. Оля Чĕмпĕр облаçĕнчи малта пыракан хуçалăхра вăй хурать. Ларисăпа Наташа - суту-илỹре. Рая медицинăна килĕштернĕ. Шупашкарти пĕр больницăра ĕçлет. Нина аппа вĕсемпе çеç мар, 10 мăнукĕпе те савăнать. Аслă мăнукĕ Алексей Мускавра чирлисене васкавлă пулăшу панă çĕрте вăй хурать. Дима вара ашшĕпе пĕрле тăван хуçалăха ĕçе утать.

Нина аппа амăшне тата Ванька пиччен аппăшне те кăмăлтан пăхнă. Крыловсем иккĕшĕ те "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем йышлă вĕсен.

Ашшĕ-амăшĕн ачисемпе, ачисен ашшĕ-амăшĕпе мухтанмалăх пулнах. Çакă вара пĕрне-пĕри юратнăран, хисепленĕрен çеç пулать. Ун пек чухне тĕнче те илемлĕ.

Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика