Пушар тата çынсен вилнин сăлтавĕ -тимсĕрлĕх е усал шухăш

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2019 10:32 Просмотров: 220

"Тулашри вилĕм сăлтавĕсем - ĕçлеме пултаракан ỹсĕмри çынсемшĕн те чăн инкек вырăннех. Кашни çулах эпир ĕçлеме пултаракан ỹсĕмри пĕр пин ытла çынна упраса хăварма май пулнă сăлтавсемпе çухататпăр. Уйрăмах ку енĕпе арçынсен сывлăхĕпе çыхăннă лару-тăру пăшăрхантарать. Чăваш Енре арçынсемпе хĕрарăмсен пурнăç тăршшĕн уйрăмлăхĕ 12 çулпа танлашать. Кунта пурте пĕлтерĕшлĕ: пурнăç йĕрки те, киревсĕр йăласем те".

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран. Ĕлĕк-авал вут-кăварпа пулакан инкеке "Турă айăплавĕ" тенĕ пулсан, хальхи вăхăтра унăн сăлтавĕ çынсен тимсĕрлĕхĕ тата усал шухăш тытни шутланать. Паян пушар çĕр çинче пысăк инкексенчен пĕри пулни тата вĕсем ỹссех пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çулсеренех вут-кăвар инкекĕнче вуншар пин çын вилет тата суранланать. Раççей МЧСĕн кăтартăвĕпе 2018 çулта 7891 çын çак сăлтавпа, кăтарту 2017 çулхинчен 1 процент ытларах. Çул çинчи аваринче, пушарта тата шыв объекчĕсенчи пăтăрмахсенче - пиншер çыннăн (ытларах 20 - 60 çулсенче) кун-çулĕ вăхăтсăр татăлать. Раççейре 2018 çулта 29313 çын (2017 çулта - 30668) тулашри вилĕм сăлтавĕпе çут тĕнчерен уйрăлнă. Кăтарту 4,4 процент лайăхланнă пулсан та обществăпа патшалăхшăн çакă пысăк çухату.

Чăваш Республикинче 2018 çулта 928 пушара шута илнĕ, маларахри çултан 5,8 процент ытларах. Инкесенче 78 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Вăл шутра вутпа асăрханусăр пулнăран 54, чикарккă туртнă чухне тимлĕхе çухатнăран 46, кăмака е тĕтĕм тухакан мăрьесем юсавсăррипе 4, электрооборудованипе усă курнă чухне йĕркене пăхăнманран 15 çын вилнĕ. Ỹсĕрле вут-çулăмран хăтăлса тухайманнисем 55-ĕн е мĕнпур пушарăн 70,5 проценчĕ.

Вут-çулăм инкек кăтартакан сăлтавĕсенчен пĕри- чикарккă туртни. Уйрăмах ỹсĕрле е вырăн çинче ăна усă курни пысăк çухатупа çыхăннă. Акă, 2018 çулта Улатăр, Вăрмар, Çĕмĕрле, Канаш, Комсомольски районĕсенче тата Шупашкар хулинчи пушарта çак сăлтавсемпе икĕ е ытларах та çын вилнĕ.

Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн дознавателĕ Владимир Давыдов пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта пирĕн тăрăхра 38 пушар пулнă, виçĕмçулхинчен пĕр тĕслĕх ытларах. Инкекре икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă (Çĕньял тата Аслă Чемен ял тăрăхĕсенче). Районта пушарсенчен 16-шĕ электрооборудрванипе усă курнă чухне йĕркене пăхăнманнипе, 9-шĕ вутпа асăрханусăр пулнипе, 7-шĕ кăмака юсавсăррипе çыхăннă. Унсăр пуçне вут тĕртнипе 3, ачасен айăпĕпе пулнă пĕр тĕслĕхе шута илнĕ. Çавăн пекех пĕлтĕр районта икĕ автомашина çунса юрăхсăра тухнă.

Чăваш Енре шута илнĕ пушарсен ытларах пайĕ - 80 проценчĕ- уйрăм хуçалăхсенче пулать. Сăлтавĕсем тĕпрен илсен электроприборсемпе тĕрĕс мар усă курни, электропăралуксем юсавсăр пулни, кăмакасене (уйрăмах мунча кăмакисене) кирлĕ пек пăхса тăманни тата ытти те.

А. НИККОЛАЕВА

Авангард, 02.04.2019

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4