Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2019 11:26 Просмотров: 280

Апрелĕн 4-мĕшĕ.

Çак кун 1945 çулта совет çарĕсем Словаки хулине - Братиславăна - нимĕç фашисчĕсенчен хăтарнă. Апрелĕн 9-мĕшĕ.

Çак кун 1945 çулта Василевский маршал ертсе пынипе совет çарĕсем Хĕвелтухăç Пруссин тĕп хулине - Кенигсберга - штурмпа илнĕ.

Апрелĕн 10-мĕшĕ.

Çак кун 1944 çулта Малиновский ертсе пынипе совет çарĕсем Одессăна фашистсенчен хăтарнă.

Апрелĕн 13-мĕшĕ.

Çак кун 1945 çулта Толбухин маршал ертсе пынипе совет çарĕсем Австрин тĕп хулине - Венăна- нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă.

Апрелĕн16-мĕшĕ.

Çак кун 1945 çулта Берлиншăн пынă çапăçу пуçланнă.

Апрелĕн 18-мĕшĕ.

Çак кун 1242 çулта (апрелĕн 5-мĕшĕ) Александр Невский княç ертсе пынипе вырăс çарĕсем Чад кỹллинче нимĕç рыцарĕсене çĕнтернĕ.

Апрелĕн 25-мĕшĕ.

Çак кун 1945 çулта совет тата америка çарĕсем Эльба юхан шывĕ çинче тĕл пулнă. Нацистла Германие хирĕç пĕрле çапăçнă çĕршывсем çакăнта алă тытни тăванлăх палли пулнă. Вермахт юлашкийĕсем икĕ пая пайланнă: çурçĕр тата кăнтăр.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4