Пуриншĕн те ырă тĕслĕх

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2019 11:35 Просмотров: 231

2008 çултан пуçласа Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 39 вĕренекен Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулнă. Пултаруллă çамрăксен шутне кăçал 8 класра вĕренекен Е. Ежова  кĕме пултарчĕ. Хĕрача 1830 тенкĕпе танлашакан стипендие çулталăк тăршшĕпех уйăхсерен илсе тăрĕ.

Катя тĕрлĕ енлĕ аталаннинчен тĕлĕнмелли çеç юлать. Мĕн пĕчĕкрен пур предметпа та "5" паллăпа çеç вĕренет. Кашни урока тĕплĕ хатĕрленет, хушма материал нумай вулать. Акăлчан, вырăс чĕлхи, обществознани тата физкультура предмечĕсене уйрăмах килĕштерет. Олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнать. Пĕлтĕр те, кăçал та 4-шĕнче палăрчĕ. Физкультурăпа çĕнтерỹçĕ, акăлчан чĕлхипе, вырăс литературипе, КРК предмечĕпе призер пулса тăчĕ. Ку питĕ пысăк çитĕнỹ, паллах.

Пултаруллă хĕрачан тĕрлĕ шайри конкурссенче мала тухнă дипломĕсемпе грамотисене шутласа та пĕтерес çук. Сăмахран, республикăри ача-пăчана хушма пĕлỹ паракан "Эткер", "Юнитекс" центрсем ирттернĕ ăмăртусенче нумай хутчен мала тухма пултарчĕ. Сăвă вулама ăста маттур хĕрача. "Звучащее слово" конкурсра, Раиса Сарпин, Марина Карягинăн, Геннадий Айхин сăввисене вуласа Хисеп хучĕсене илме тивĕçет çулсерен. Хăйĕн те сăвă çырас ăсталăхĕ пур.

Спорт пысăк вырăн йышăнать унăн пурнăçĕнче. Çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупса районта малти вырăнсене йышăнать. Баскетболла выляссипе шкулăн пĕрлештернĕ командинче вăл, районта юлашки икĕ çул 1-мĕш пулчĕç. Катя хаваспах "Ассорти" ташă ушкăнне çỹрет. Тусĕсемпе районти çеç мар, республикăри конкурссемпе фестивальсенче нумай хутчен лауреат ятне çĕнсе илнĕ.

Класс ертỹçи пулнă май, унăн ĕçченлĕхĕнчен, сăпайлăхĕнчен, пур ĕçе те вăхăтра тума пултарнинчен, пурне те пулăшма май тупнинчен тĕлĕнетĕп. Тỹрĕ кăмăллă, анлă тавракурăмлă, типтерлĕ хĕр ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Шанчăклă пулăшакан пулнишĕн чунтан хĕпĕртетĕп.

Стипендиат юлташĕсемпе пĕрле "Юнармия" юхăмра тăрать, унăн ĕçĕсене хастар хутшăнать. Пултаруллă çамрăк шкулти аслă классен канашĕн хастар членĕ. Пысăк чыса тивĕçнинче Аслă Чемен вăтам шкулĕнчи вĕрентекенсен тата амăшĕн - ял библиотекинче ĕçлекен Людмила Николаевнăн - тỹпи пуррине палăртать Катя. Вăл ăна конкурссенче, уйрăмах тĕп библиотека ирттернисенче хутшăнма пулăшса, хавхалантарса пырать.

Н. КОШЕЛЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3