Шкул ачисен олимпиадисен çĕнтерỹçисемпе призерĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2019 11:38 Просмотров: 275

Раççейри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул ачисен регионсен шайĕнчи олимпиадисем вĕçленчĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсен интеллектуаллă вăййисем хыçа юлчĕç, çĕнтерỹçĕсен ячĕсем паллă.

Пирĕн районти шкулсенчен республика шайĕнчи олимпиадăна чылайăн хутшăннă. Вĕсенчен 44-шĕ питĕ лайăх кăтартусемпе савăнтарнă, çĕнтерỹçĕсем тата призерсем пулса тăнă. Акă камсем чи маттуррисем:

Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекен К. Фролова, В. Медведев (ертỹçисем П. Макаровпа М. Медведева), Первомайскинчи В. Митта ячĕллĕ вăтам шкулти М. Молочниковпа Д. Матюшкин (В. Матюшкин), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Ю. Кубиков (Ю. Васюткин), Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Д. Павлов (Н. Афанасьев) физкультурăпа, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Л. Алексеева (О. Елкина), Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти С. Устимова (Т. Ми- хайлова) литературăпа, Туçари вăтам шкулти Д. Медведев (Л. Карягин) географипе, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти В. Юма- нов (Н. Назарова) физикăпа, Д. Тазюков, М. Кальметова, П. Краснова, Е. Филиппова (Ю. Васюткин) ОБЖпа палăрнă.

Тутар чĕлхипе тата литературине вĕрентекен Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти З. Мтеева вĕрентекен Г. Куакаловăна, Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти С. Ишмуратова вĕрентекен Д. Самаринăна, А. Куряковăна, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Ч. Вахитова вĕрентекен Р. Айзатулловăна, Н. Махмутовăна регион тата регионсем хушшинчи тупăшусенче, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти З. Тазетдинова вĕрентекен З. Хасяновăна регион шайĕнче тутар чĕлхипе тата литературипе çĕнтерме хатĕрленĕ.

Туçари вăтам шкулти В. Николаева (ертỹçи В. Яковлева) чăваш чĕлхипе тата литературипе регионсем хушшинчи олимпиадăра мала тухнă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Ю. Мальцева (Н. Путякова, С. Солдатова), Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Т. Юрмина (Н. Павлова), Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти С. Матюшкина, С. Мешков (С. Никитина, И. Матюшкина), Сăкăтри вăтам шкулти А. Скрипкина, А. Анюрова (Е. Анюрова), Хирти Пикшикри вăтам шкулти Е. Чернов (И. Пестрова) призерсем пулнă. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти С. Лаврентьев (Н. Павлова) тăван ен культурипе палăрнă.

Пуçламăш классене çỹрекенсем республикăри "кĕçĕн классен интеллектуаллă вăййисем" олимпиадинче çулленех мала тухса савăнтараççĕ. Ку хутĕнче Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти А. Ларев (ертỹçи Т. Козлова), Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти А. Пазюкова (Г. Чукмаева) тăван чĕлхепе çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Математикăпа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти И. Соловьева (Е. Маркиданова) мала тухрĕ.

Хирти Пикшикри вăтам шкулти А. Селиванова (ертỹçи Л. Данилова), Первомайскинчи вăтам шкулти А. Белова (Л. Николаева), Сăкăтри вăтам шкулти Д. Силюкова (В. Ильина), Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти И. Азизова (В. Солдатова), Шăнкăртамри Э. Фе- изов ячĕллĕ вăтам шкулти А. Якушева, А. Асеинова (Г. Пазюкова), Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Д. Тимербулатова (З. Тазетдинова) призерсем пулчĕç.

2017-2018 вĕренỹ çулĕнче пирĕн районти 34 ача призлă вырăна тивĕçнĕччĕ. Кăçал вара 12 вырăн ытларах та. Вĕрентекенсемпе ачасен тăрăшуллăхĕ сисĕнетех.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6