Рсепублика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2019, 11:39 Просмотров: 455

Ҫурхи призыв ыйтăвĕпе

Чăваш Республикин çар комиссариатĕнче инструкципе методика сборĕ иртнĕ. Äна 2019 çулхи çуркуннехи призыва хатĕрленсе ирттерессине халалланă. Пухăва республикăри хуласемпе районсенчи призыв комиссийĕсен председателĕсене, çар комиссарĕсене, призыва хутшăнакан медицина ĕçченĕсене чĕннĕ. Мероприятие çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин пĕлтĕрхи ĕç-хĕлпе паллаштарнă, призыв кампанийĕсене ăнăçлă вĕçленине палăртнă. Александр Мокрушин кăçалхи çурхи призыв вăхăтĕнче Чăваш Енрен 1398 çынна çара ăсатмалли çинчен пĕлтернĕ.

Полици ĕçне ырланă

Патшалăх Канашĕн черетлĕ 30-мĕш сессийĕн кун йĕркине пĕр теçетке ыйту кĕртнĕ пулин те тĕп тема, паллах, ЧР Шалти ĕçсен министерствин 2018 çулхи ĕçĕ çинчен тунă отчет пулнă. Сергей Неяскин министр палăртнă тăрăх, иртнĕ çул полицишĕн ансат пулман. Çакă çĕршывра Президент суйлавĕ, тĕнчери футбол чемпионачĕ иртнипе çыхăннă. Апла пулин те шалти ĕçсен органĕсем республикăри йĕркелĕхе, хăрушсăрлăха тивĕçтерес енĕпе çине тăрса ĕçлени куçкĕрет. Çакна ĕçе хаклакан кăтартусем те çирĕплетеççĕ. Регистрациленĕ преступленисен шучĕ виçĕм çулхинчен 8% чакнă. Çав шутра çын вĕлересси /42 тĕслĕх/ икĕ хут сахалланнă, хурахла тапăнусен, çаратассин, ятарласа вут чĕртессин шучĕ те палăрмаллах пĕчĕкленнĕ. Преступленисене уçса парасси лайăхланнă. Уйрăмах йывăр преступленисем тĕлĕшпе вăл 74%-ран та иртнĕ те — ку кăтартупа ЧР ШĔМĕ Раççейри регионсен хушшинче виççĕмĕш вырăна çĕкленнĕ. Çулсем çинчи хăрушсăрлăх тавра та калаçу пулнă. Аварисен шучĕ чакнă, çапах ку енĕпе те ĕçлемелли пайтах. Полици хăй те мерăсем йышăнать. Сăнав мелĕпе кăçал Шупашкар — Сăр автоçулăн 23 километр тăршшĕ сыпăкĕнче сарă разметка тăвасшăн — вăл хĕлле те лайăх курăнать.

Ҫĕнĕ ертӱçĕ суйланă

Чăваш Наци библиотекинче ЧР Профессионал писательсен союзĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ. Хальхи вăхăтра пĕрлĕхре — 95 писатель. ЧР культура министрĕн Константин Яковлевăн шухăшĕпе, чăваш çыравçисем хăйсен тĕллевне ăнăçлă пурнăçласа пыраççĕ, пин-пин вулакана чун апачĕпе тивĕçтереççĕ. Министерство та писательсен юбилейĕсене паллă тума, пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттерме укçан пулăшать. Союз председателĕ Геннадий Максимов пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет туса панă. Кун йĕркинчи тепĕр ыйту Профессионал писательсен союзĕн председательне суйласси пулнă. Чи нумай сасă пухса «Хыпар» издательство çурчĕн «Тăван Атăл» журналĕн редакторĕ Лидия Филиппова çĕнтернĕ.

Фестиваль уçăлĕ

Кăçал пирĕн çĕршывра — Театр çулталăкĕ. Çавна май тематикăллă мероприятисем кашни регионтах иртеççĕ. Ака уйăхĕнче Шупашкар хулинче «Театрсен асамлăхĕ» шкул театрĕсен фестивалĕ старт илĕ.

 «Пирĕн хула историйĕ»

Шупашкар 550 çул тултарнă май ача садне çÿрекенсем валли çĕнĕ проект уçнă. «Пирĕн хула историйĕ» ятлăскер кашни ача садĕнчех пурнăçланĕ. Тĕллевĕ — тăван çĕршыва юратма вĕрентесси. Тĕп хулан историйĕ, унти паллă вырăнсем çинчен каласа пĕчĕкскерсен пĕлĕвне анлăлатмаллах.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика