Пахалăхсăр сĕт сутса хака чакармăпăр-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2019, 13:21 Просмотров: 470

Сĕт хакĕ юлашки çулсенче вылянкаласах тăчĕ: республикăра 2015 çулта март уйăхĕн варринче вăтамран 17,6 тенкĕ, 2016- 16,3, 2017 - 20,2, 2018 çулта - 14,3 тенкĕ пулнă. Кăçал кăтарту 17,8 тенкĕпе (районта - 18, 18,5 тенкĕпе) танлашнă. Пĕлтĕрхинчен пысăкрах - çакă савăнтарать. Çуллана хирĕç тата та йỹнелет-ха, анчах иртнĕ çулхи пек анса çеç ан лартăр. Хак еплерех пуласси сĕт пахалăхĕпе те çыхăннă. Ку вара продукцие туса илекенсемпе туянакансенчен нумай килет. Çак темăпа Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта сĕт туянакан пунктсен ертỹçисемпе тата представителĕсемпе, сĕт пухакансемпе канашлу иртрĕ.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветстанцин начальникĕ П. Ефимов, Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин ветеринари надзор пайĕн аслă инспекторĕ С. Савельева хутшăнчĕç.

Районĕпе 20114 пуç ĕне-выльăха шута илнĕ, унтан сăваканни - 8433. Куллен 109 тонна ытла сĕт пухăнать. Халăхран туянаканни 70 процентпа танлашать, ытти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен. Шел пулин те, уйрăм хуçалăхран илекен продукци пахалăхĕ пит савăнтармасть. Çакна ветеринарсен тĕрĕслевĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Сĕте шыв, тăвар, крахмал, пурă тата ытти япаласем те хушаççĕ. Уйрăмах Шăнкăртам, Ыхра Çырми, Туçа, Сăкăт, Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсенче май пур таран улталама тăрăшаççĕ. Кама суяççĕ? Калама хĕн, анчах вăл сĕте тата унтан тунă ытти çимĕçе лавккаран пирĕн ачасем, тăвансем туянаççĕ. Çапла вара çапма пĕлмен пушă хамăрах пырса тивнине халĕччен те ăнланасшăнах мар. Киревсĕр йăларан пистерме пулать: сĕт пухакансенчен пĕрин те "авлантарнă" сĕте илмелле мар. Çакăн пирки ялан калаçаççĕ пулсан та предпринимательсем ниепле те пĕр чĕлхе тупаймаççĕ.

Сĕт пахалăхне упраса хăварассишĕн ăна туянакансен те тăрăшмалла. Продукцие тутăхнă цистернăпа, вырнаçманнисене пластмассăран тунă савăтпа, флягăпа тата вăйлă шăрш, тусан, наркăмăш кăларакан япаласемпе (бензин, краççин, цемент тата ытти те) юнашар турттарма юрамасть. Автомашинăсен те таса пулмалла. Ку енĕпе И. Ильин, П. Мур- зуков, А. Вахитов предпринимательсенчен тĕслĕх илмелĕх пур. Çавăн пекех сĕт пухакансен сĕт сутма юрăхлине ĕнентерекен ветеринари докуменчĕ кирлĕ. Ĕне усраканăн та выльăх сыввине çирĕплетекен тивĕçлĕ хут пулмалла. Ăна валли вырăнти ветеринарсем чĕлхесĕр янаварсене кĕркунне тата çуркунне диагностика тĕрĕслевĕ ирттернĕ чухне тĕрĕслеттермелле, профилактика мероприятийĕсене хутшăнмалла.

- Сĕт паракансен савăтсене тăпра çине лартма юрамасть, ятарлă вырăн тумалла. Çавăн пекех бидонсене, витресене, паха продукцие варалас мар тесе, хупăсемпе витмелле, - терĕ выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветстанцин начальникĕ П. Ефимов.

Сĕт пухакансене те тĕрĕслеççĕ. Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин ветеринари надзор пайĕн аслă инспекторĕ С. Савельева пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта вĕсен ячĕпе ветеринарипе санитари правилисене пăснăшăн тата документсем çуккишĕн 7 протокол çырма тивнĕ.

Каланин, çырнин усси пур иккен. Канашлура предпринимательсем юлашки виçĕ çулта сĕт пахалăхĕ лайăхланса пынине палăртрĕç.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика