Çул-йĕр тимлĕхе те, асăрханулăха та юратать

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2019, 13:29 Просмотров: 399

РАЙОНТИ çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх çуран çỹрекенсем час-часах çул урлă ăçта май килчĕ унтан, хăш-пĕр чухне автомашина умĕнченех чупса каçаççĕ. Çапла майпа вĕсем çул-йĕр правилине пăсаççĕ, ыттисемшĕн авариллĕ лару-тăру туса хураççĕ, хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Е тата çамрăксем хăлхана чиксе хунă хатĕрпе (наушникпе) киленсе кĕвĕ итлесе пыраççĕ, çав вăхăтрах çул урлă каçаççĕ. Унталла-кунталла пăхса илесси пирки шутламаççĕ те.

Патшалăх автоинспекцийĕн справкисенчен кашни уйăхра тенĕ пекех автомашина водителĕсем граждансене çул урлă каçарса яманнипе е вĕсем çине пырса кĕнĕрен протокол çырнă тĕслĕхсем те пулаççĕ. Ун пек чухне руль умĕнчи яваплă çыннăн административлă парво йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 12.18 статйипе 1500 - 2000 тенкĕ штраф тỹлеме тивет.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика