Асра юлчĕ Талвир юбилейĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2019, 13:30 Просмотров: 901

 ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнчи паллă писатель, прозаик Алексей Филиппович Талвир çуралнăранпа 110 çул çитнине (мартăн 21-мĕшĕнче) шкулсенче, ял вулавăшĕсенче, Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăра, "Çăкăр" музейĕнче тата ытти коллективсенче те чыслăн та сумлăн ирттерсе ячĕç. Район центрĕнчи тĕп вулавăшра агротехникумра вĕренекен студентсемпе, хастар вулакансемпе, таврапĕлỹçĕсемпе, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсемпе йĕркеленĕ литература каçĕ те çỹллĕ шайра иртнĕ. Сăмах ăстин хайлавĕсенчен чи палли - "Пăва çулĕ çинче" повеçĕ. Ăна паян чăвашла çеç мар, вырăсла, украинла, литвалла, грузилле, тутарла, удмуртла тата ытти чĕлхепе те вулаççĕ. Çыравçăн еткерĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ. Ун ячĕпе паян Патăрьелĕнче иккĕмĕш вăтам шкул, урам (Шупашкарта та пур) хисепленет, "Çăкăр" музей умĕнче вăл çуралнă çурт тата унăн бюсчĕ те пур.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика