Кулма та, култарма та пултарнă

Категория: Публикации Опубликовано: 08.04.2019, 09:52 Просмотров: 345

ВĂРМАНХĔРРИ Шăхаль тата Упамса ялĕнче пурăнакансем апрелĕн 1-не чăн-чăн уява çавăрнă темелле. Вĕсем пурте пĕрле пуçтарăнса кулма та, ыттисене култарма та пултарнă. Акă, Нăрваш Шăхалĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи "Куккук" театр кружокĕн хастарĕсем куракансене шỹтлесе те йĕплесе хатĕрленĕ кĕске инсценировкăсемпе куççуль тухичченех ахăрттарнă. Ял артисчĕсен пултарулăхĕнчен чылайăшĕ тĕлĕннĕ те. Сцена ăстисем сăнарсене чăн-чăн ăста пекех калăпланă!

Упамсасем вара çак кун Театр çулталăкне халалласа ял хастарĕ Елена Сымова шăрçаланă "Шăпа хамăр алăра - çирĕп тыт ăна" спектакльне курса пахаланă. Вăрманхĕрри Шăхальсемпе танлаштарсан, паллах, вĕсен пьесăра кулмалли сахал пулнă. Апла пулин те ял халăхĕ автора та, артистсене те хăйне евĕр уяв туса панăшăн чĕререн тав тунă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика