Çул çинчи тимлĕхе пурин те ỹстермеллех

Категория: Публикации Опубликовано: 08.04.2019 09:54 Просмотров: 245

РАЙОНТА тухса тăракан "Авангард" хаçатăн тусĕсем кашни уйăхрах çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ йĕркелекен ятарлă операцисене сăнасах тăраççĕ пулĕ. Вĕсем ытларах водительсене тата урамра çуран çỹрекен çынсене пырса тивеççĕ. Республикипех йĕркелекен рейд кунĕсем ака уйăхĕнче те сикмеççĕ. Çул çинче гаишниксем паянпа-ыран рейса тухнă автомашина хуçине чарсан, сире алкотестрпа эрех ĕçнине тĕрĕслеме те пултараççĕ. Ун валли сăлтавĕ пур - "Ỹсĕр водитель" операци пырать.

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче çул çỹревçĕсем ачасене хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе усă курнине, 19-мĕшĕнче çуран çỹрекенсем çул урлă тĕрĕс каçнине, йĕркене пăсманнине, 23-мĕшĕнче вара автобус водителĕсем çул-йĕр правилине пăхăннине, техника юсавлăхне тĕрĕслĕç. Çакна та палăртса хăвармалла. ЧР ШĔМĕ йĕркелекен операцисем уйăхне темиçе кун çеç пулаççĕ. Çавăнпа та операци вăхăтĕнче çеç мар, кашни кунах çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркине пурин те çирĕп пăхăнмалла.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6