Пушарта çурт-йĕр юрăхсăра тухнă, çын çунса вилнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 08.04.2019, 09:56 Просмотров: 313

ЧĂВАШ Республикинчи влаç органĕсен официаллă порталĕнче апрелĕн 2-мĕшĕнче республикăра виçĕ пушар пулни, вут-çулăм инкекĕнче виçĕ çын çунса вилни пирки пĕлтернĕ. Вĕсенчен пĕри - пирĕн районта. Каçхине тăхăр сехет çитеспе Люля ялĕнчи пĕр хуçалăхра сасартăк вут-çулăм алхасма пикеннĕ. Инкекре йывăçран тунă çурт-йĕрĕпе хуралтисем çунса юрăхсăра тухнă çеç мар, çын та çунса вилнĕ. Пăтăрмахăн сăлтавне пайăрлатаççĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика