Ĕç ветеранĕсене тата нумай ачаллă çемьесене - удостоверени

Категория: Публикации Опубликовано: 08.04.2019, 10:09 Просмотров: 316

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хисеплĕ ĕç ветеранĕсен "çарĕ" пĕчĕк мар. Тĕрлĕ шайра çак статуса илме тивĕçнĕ граждансем тăватă пине яхăнах.

Вăл шутра "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" удостоверение алла илнисем 2281 çын. Çакна та палăртма кăмăллă: апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн ĕç стажне чакарнипе ĕç ветеранĕсен йышĕ тата çĕнелчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Светлана Чернова тĕрлĕ сферăра тăрăшакан 31 ĕçчене "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" тата вĕсемпе пĕрлех нумай ачаллă 24 ашшĕ-амăшне çакна çирĕплетекен удостоверенисене илнĕ ятпа саламларĕ, пурне те пархатарлă та тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ, çемьесене килĕшỹ те ăнăçу сунчĕ.

Сăмах май каласан, иртнĕ çул пирĕн районта республика бюджетĕнчен социаллă çăмăллăхсемпе усă курма 15,1 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ кĕнĕ.Вăл шутра 14,2 миллионĕ - ĕç ветеранĕсем валли. Килти телефонпа усă куракансен тăкакне саплаштарма 428,5 пин тенкĕ кайнă. Çакна та палăртса хăвармалла. Чăваш Республикинче пурăнакан ĕç ветеранĕсем ĕçлеме пăрахнă хыççăн уйăхсерен 1100 тенкĕ илсе тăраççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2019 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнчи 63 номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн нумай ачаллă çемьесен пĕлтерĕшне, статусне ỹстерес тĕллевпе ятарлă удостоверени çирĕплетнĕ. Çак документ культура учрежденийĕсене, физкультурăпа спорт комплексĕсене, тĕрлĕрен курава тỹлевсĕр çỹреме ирĕк парать. Йĕрки тăрăх ку тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн районти социаллă хỹтлĕх пайне заявлени çырмалла. Ун хыççăн çеç алла çăмăллăхсемпе усă курма ирĕк паракан удостоверение илме пулать.

Тивĕçлисене ĕç ветеранĕ тата нумай ачаллă ашшĕ- амăшĕ пулнине ĕнентерекен удостоверенине илнĕ ятпа саламланă май районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Н. Никитина пурне те тăрăшуллă ĕçшĕн, килĕшỹллĕ çемье пурнăçĕшĕн тав турĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика