Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 08.04.2019, 10:11 Просмотров: 345

Заводпа паллашнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти вăй агрегачĕсен заводне çитсе цехсем тăрăх çÿренĕ тата коллективпа тĕл пулнă. Çавна май «Ĕç тухăçлăхĕ тата халăха ĕçпе тивĕçтересси» наци проекчĕ епле пурнăçланнипе паллашнă. Республика — приоритетлă çак проекта пурнăçлама пĕлтĕр чи малтан пуçăннă регионсенчен пĕри. Унта хутшăнтармашкăн 60-тан кая мар предприятие явăçтарма тĕллев лартнă. Вĕсен çак хаклавра пулмалла: тупăшĕ 400 миллионран пуçласа 30 миллиарда çити таран, экономикăн çак отраслĕсене — тирпейлекен производство, ял хуçалăхĕ, строительство, тавар турттарасси тата упрасси — кĕмелле, предприятин устав капиталĕнче ют çĕршыв капиталĕн тÿпи 25% иртмелле мар. Ĕç тухăçлăхне хăпартас тĕллевпе палăртнă мероприятисене пурнăçлама федерацин компетенци центрне туса хунă. Пĕрремĕш тапхăра кĕртнĕ «Сеспель» предприятипе вăй агрегачĕсен заводне экспертсем 2018 çулхи раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче старт панă. Унтанпа 4 уйăха яхăн иртрĕ. Заводра мĕн улшăннă-ха? Михаил Игнатьева çавă кăсăклантарнă та. Дмитрий Сидоров гендиректор республика ертÿçине цехсенчи лару-тăрупа, малтанхи çитĕнÿсемпе паллаштарнă.

Топливо хакланмĕ

Ҫĕршывра июнь вĕçлениччен топливо хакланмалла мар. Ҫакна Дмитрий Медведев премьер-министр нефть тата нефть продукчĕн рынокне аталантарас юхăм пирки ирттернĕ канашлура сӱтсе явнă. Дмитрий Козак вице-премьер сăмахĕпе РФ Правительстви нефть компанийĕсемпе тунă килĕшĕве малалла тăсма, çитес кварталта топливо хакне чарса лартма йышăннă. Ҫакă ял хуçалăх таварне туса илекенсемшĕн чăннипех те ырă хыпар. Йывăр тапхăрта укçана перекетлеме май парать.

Экологи уйăхлăхĕ

Апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 5-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри экологи хăрушсăрлăхĕн кунĕсем иртеççĕ. Ҫавна май пирĕн республикăра та асăннă кунсенче экологи уйăхлăхĕ ирттерме палăртнă. Уйăхлăх вăхăтĕнче тăван тавралăха тирпей-илем кĕртмелле, вăрмансемпе парксене тасатмалла, йывăçсем лартмалла. Субботниксенче пухнă çӱп-çапа муниципалитетсен администрацийĕсем турттарса тухма тивĕç. Экологи уйăхлăхне мĕн пур хулапа районта, ялсенче ирттермелле.

Пушар хăрушсăрлăхĕ, çурхи ейӱ…

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор пресс-конференци ирттернĕ. Унта çак ыйтусене сÿтсе явнă: пушарпа çыхăннă лару-тăру тата инкексен тĕп сăлтавĕсем, шыв объекчĕсенче пулнă пăтăрмахсем, çурхи ейĕве пысăк сиенсĕр ирттерсе ярасси, çуркуннехи-çуллахи тапхăрта вут-çулăмран асăрханасси.

 

Пĕтĕм Раççейри «Кĕмĕл сасă» конкурс иртнĕ

Чӑвашлӑха чунтан юратакансем пушӑн 30-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне пуҫтарӑннă. ЧНК йӗркелесе янипе, ЧР культура министерстви пулӑшнипе эстрада юррисен Пӗтӗм Раҫҫейри "Кӗмӗл сасӑ" конкурс-фестивалӗ 20-мӗш хут иртнӗ. Мероприятие чӑваш чӗлхине, культурине малалла аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Гала-концерта Чӗмпӗр, Оренбург облаҫӗсенчи, Сургут, Питӗр хулисенчи, Тутарстанри тата Чӑваш Енри яш-хӗр хутшӑннă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика