Социаллă пенси ỹсет

Категория: Публикации Опубликовано: 08.04.2019, 11:19 Просмотров: 341

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене 2 процент ỹстереççĕ. Çавăн пекех Раççей Президенчĕ пенсисене пурăнмалли виçерен ирттерсе индексацилекен саккуна алă пуснă. Çак ыйтусене тĕпе хурса Раççей Пенси фончĕн республикăри управленийĕ видеоконференции ирттерчĕ. Унта районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем те хутшăнчĕç.

Малтанах Раççей Пенси фончĕн республикăри управленийĕн ертỹçи Р. Кондратьева кун йĕркипе çыхăннă ыйтусемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Социаллă пенсисене апрелĕн 1-мĕшĕнче çулленех ỹстереççĕ. Ăна пенсионерăн иртнĕ çулхи пурăнмалли виçе шайĕ ỹснине кура индексацилеççĕ.

Республикăра социаллă вăтам пенси 155 тенкĕ ỹсрĕ, 8155 тенкĕпе танлашрĕ. Сусăр ачасене, пĕрремĕш ушкăнри инвалид ачасене (çуралнăранпах) паракан пенси 12681,09 тенке çитрĕ. Кунсăр пуçне иккĕмĕш, виççĕмĕш ушкăн инваличĕсене паракан тỹлев те урăхланчĕ. Ашшĕсĕр е амăшĕсĕр тăрса юлнисене, харăсах иккĕшне те çухатнисене те пулăшу ỹсмеллех.

"Раççей Федерацийĕнчи патшалăх пенси тивĕçтерĕвĕ çинчен" калакан саккунпа килĕшỹллĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсемпе участникĕсене, вăрçа хутшăннисен тăлăха юлнă мăшăрĕсене, çар службине пурнăçланă чухне вилнисен ашшĕ-амăшне, радиаци тата техногенлă катастрофăсенче инкек тỹснисен ĕçлеймен çемье членĕсене те индексаци тивĕçмелле.

Июлĕн 1-мĕшĕнчен пĕрремĕш ушкăнри (çуралнăранпах) сусăр ачасене тата инвалид ачасене пăхакансен пенсийĕ те самай ỹсмелле, 10 пин тенкĕпе танлашмалла. Ача пăхни стажа кĕрет. Вĕсен çуллен 1,8 пенси балĕ хушăнса пырать

Пирĕн районта 1005 çын социаллă пенси илет.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика