Уртаракан чиртен сыхланар

Категория: Публикации Опубликовано: 08.04.2019, 11:22 Просмотров: 352

Иртнĕ çул республикăра ултă районта (Çĕмĕрле, Канаш, Йĕпреç, Шупашкар, Çĕрпỹ, Куславкка) уртаракан чире тупса палăртнă тĕслĕхсем пулчĕç. Ку чир хăрушшисен, ерекеннисен ушкăнне кĕрет. Унăн вирусĕсем нерв системинче ỹссе организма хавшатаççĕ. Суранланнă вырăнтан (алă, ура тата ытти çĕртен те) нерв тымарĕсем тăрăх пуç мимине çитет, сĕлеке парĕсене куçать. Чир выльăх-чĕрлĕхе кăна мар, çынна та ерет.

Пирĕн республикăра çак амака ытларах чухне чирлĕ тилĕсем сараççĕ. Вĕсем ялсене кĕрсе ачасене, выльăхсене, йытăсене çыртса хăйсен вируслă сĕлекипе варалаççĕ. Кашни чĕр чунăн организмĕнче чир тĕрлĕ вăхăт аталанать: икĕ кунран пуçласа 10 кун, 2-8 эрне таранччен, çавăн пекех 1-2 çул та тăсăлма пултарать.

Чирлĕ выльăхсен куçа курăнакан чир паллисен уйрăмлăхĕ пур. Сăмахран, йытăсен хăйсене тыткаласси улшăнать. Усаллисем ачаш та хăравçă пулса тăраççĕ. Лăпкисем сăлтавсăрах вĕреççĕ, хуçисене тапăнма пăхаççĕ. Чир аталаннăçем яланхи апата çиме пăрахаççĕ, кирлĕ мар япаласене кăшлаççĕ, çăтса яраççĕ, каяшне те тиркемеççĕ. Çав вăхăтрах вĕсен апат çиесси, шыв ĕçесси йывăрланать, сĕлеки нумай юхать. Кăкаркăчра маррисем çапкаланса çỹреме, тарма тăрăшаççĕ. Тилĕсем вара чеелĕхне çухатаççĕ, яла, çынсем çывăхне пыраççĕ, килти выльăхсене тапăнаççĕ.

Уртаракан чиртен çынсене, чĕр чунсене сыватмалли эмел шыраса тупайман-ха. Пĕртен-пĕр çăлăнăç- вăхăтра прививка тутарасси, çавăнпа та йытă е ытти выльăх çыртсан тỹрех медицина тата ветеринари специалисчĕсене пĕлтермелле. Сиен кỹнĕ анчăка, ыттисене те вĕлерме юрамасть. Çийĕнчех кăкармалла та вырăнти специалистсене сывлăхне тĕрĕслеттермелле. Çакăн хыççăн тин шăпине татса памалла.

Пĕлтĕр районта 50 çынна йытăпа кушак çыртса суранлатнă. Ку хуçасăррисем нумайланнипе те çыхăннă. Кăçал вара февраль уйăхĕнче Çĕрпỹ районĕнче пĕр хĕрарăма анчăксем тапăнса вилмеллех амантнă. Тăватă ураллă тус тăшмана та çаврăнма пултарать. Çакăн пек хăрушлăха сирес тĕллевпе иртнĕ çул 495 йытта, сунарçăсем пулăшнипе 72 тилле тытса Çĕрпỹ заводне ăсатнă. Асăннă ĕçсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 243 пин те 600 тенкĕ уйăрнă, район хыснинчен (тилĕ тытма) 30 пин тенкĕ панă.

Чире хирĕç кĕрешес, ăна сарăлма парас мар тесен йытăсемпе кушаксене пăхса усрамалли йĕркесене çирĕп пăхăнмалла, вĕсем пурри пирки ял тăрăх администрацине тата ветеринари участокне пĕлтермелле. Уртаракан чиртен прививка тутармалла. Анчăксене кăкаркăчра тытмалла, уçăлма илсе тухаканнисем валли çăварлăхĕ кирлĕ. Сунарçăсен профилактика туман йытăсемпе вăрмана каймалла мар.

П. ЕФИМОВ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветстанцин начальникĕ

Пĕлме:

Иртнĕ çул районта 10219 пуç ĕне-выльăха, 692 лашана, 4182 сурăх-качакана, 2621 йытта, 629 кушака уртаракан чиртен прививка тунă. Çавăн пекех сунарçăсемпе пĕрле тискер чунсем çỹрекен сукмаксем çине, шăтăкĕсем патне вакцинăсем хурса тухнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика