Çĕнтерỹ кунне - тивĕçлипе

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2019 15:02 Просмотров: 132

Районти ветерансен канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна унăн председателĕ И. Хитров ертсе пычĕ. Иван Федорович республикăри ветерансен канашĕн иртнĕ пленумĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Малалла сăмах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тунă Çĕнтерỹ кунне районта мĕнле уявласси çине куçрĕ.

Шурă çỹçлĕ салтак-ветерансем çулран-çул чаксах пыраççĕ. Пирĕн хушăмăрта халĕ 21 вăрçă участникĕ тата 611 тыл ĕçченĕ пурăнать. Вĕсем патне мĕнле тимлĕх уйăрнипе социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина паллаштарчĕ. Район администрацийĕн вĕрентỹ, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова шкул ачисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăксене пăхса тăрас енĕпе яваплăх туйнине каларĕ. Çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парас ĕçе вăрçă тата тĕрлĕ çар чаçĕнче пулнă салтак-ветерансем тивĕçлĕ тỹпе хывнине палăртрĕ.

Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Раськин, Туçари В. Салмин, Первомайскинчи Я. Сорокин, Турханти Г. Ларкузов тата ыттисем те вырăнсенче паян-ыран пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5